Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Куславккари бассейнра

Иртнĕ çул Вăрмар поселокĕнче «Илем», Куславкка хулинче «Атăл» физкультурăпа спорт комплексĕсем уçса районсенче пурăнакансене чăннипех те пысăк савăнăç кÿчĕç. Халĕ вĕсенче спортăн тĕрлĕ енĕпе секцисем ĕçлеççĕ, çамрăксем унта йышлăн çÿреççĕ. Бассейнсем вара çынсене хăйсем патне уйрăмах туртаççĕ: шывра ишме вĕренеççĕ, ăмăртусем йĕркелеççĕ, хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ.

Иртнĕ кунсенче Куславккари «Атăл»физкультурăпа спорт комплексĕнче Кăшарни уявĕ ячĕпе шывра ишес енĕпе «Кăшарни ишевĕсем» уçă чемпионат иртнĕ. Унта 5 çынран тăракан пирĕн район команди те хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре Вăрмарсем пысăк çитĕнÿ тунă.

40 çула çитмен хĕрарăмсем хушшинче 50 метра ирĕклĕ майпа ишес енĕпе район больницинчи Л.Чернова врач пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Çак çулсенчи арçынсем те малти призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Д.Иванов 100 метрлă дистанцие 58,89 çеккунтра ишсе тухнă, пĕрремĕш разряд нормине пурнăçланă. А.Кочнеев - иккĕмĕш, С.Пудриков виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

40 çултан иртнĕ арçынсем хушшинче 50 метра ишес енĕпе «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ О.Иванов çĕнтернĕ, пĕрремĕш вырăн йышăннă.

4х50 метрлă эстафетăра та Вăрмарсем Куславккасене чылай кая хăварса бассейн хуçисенчен выляса илнĕ.



26 января 2010
00:00
Поделиться