Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пенсионерсен пурнăçĕ лайăхланать

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Р.Кондратьева массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе селекторлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унăн теми: «Валоризаци итогĕсем тата социаллă тÿлев». Селекторлă пресс-конференцие РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Г.Усков, пай пуçлăхĕ В.Капитонов, райадминистрацин ертсе пыракан специалисчĕ Н.Шишкина, «Раççей пенсионерĕсен Союзĕ» регионти уйрăмĕн пирĕн районти полномочиллĕ представителĕ Р.Васильева хутшăнчĕç.

Пресс-конференцире Р.Кондратьева журналистсен нумай ыйтăвĕсене хуравларĕ. Уйрăммăн илсен вăл çакна палăртрĕ.

Кăçал пенсионерсен пурнăçĕ валоризаци тунипе татах лайăхланать. Пенси ирĕкне хакланипе 2002 çулчченхи ĕç стажне шута илнĕ, совет тапхăрĕнче пухнине унта кĕртнĕ. Валоризаци тунă май 307 пин пенсие çĕнĕрен шутланă, вăтамран пенси - 934, 70 çултан иртнисен 1246 тенкĕ хăпарнă. Çапла вара ватлăхри вăтам ĕç пенсийĕ кăçал 7 пин тенкĕпе танлашать.

2010 çулта пирĕн республикăра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă пенсионерсем пулмаççĕ. Вĕсене, 30 пин ытла çынна, социаллă тÿлев (вăтамран - 790 тенкĕ) пама тытăннă. Пенсисемпе ытти тÿлеве финанслама кăçал республикăра 30 млрд. тенкĕ е пĕлтĕрхинчен 1,5 хут ытларах тăкакламалла.

Ватлăх кунĕсенчи пурнăç тулăх пултăр тесен пулас пенси пирки паянах шухăшламалла. Пенси счетĕнче взнос ытларах пухăнать - пенси çавăн чухлĕ пысăкрах пулать.

Пулас пенсие ÿстермелли тепĕр мел пур. Унăн пухăнса пыракан пайĕ валли взнос тÿленисем (чи малтанах, 1967 çулта тата каярахпа çуралнă граждансем) çав суммăна инвестицилеме пултараççĕ.

Кăçал пенси тытăмĕ страховани принципĕсем çине куçрĕ. Халĕ экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче вăй хуракан граждансемшĕн пенси страхованийĕн условийĕсем пĕрешкелех.

Пенсипе тивĕçтерес шай ÿсет: 2002 çулчченхи пенсин расчетлă капиталне - 10 процент, 1991 çулчченхи кашни çулталăкри ĕç стажĕшĕн 1-ер процент ÿстерсе валоризацилени; ĕçлемен пенсионерсен тупăшне РФ субъектĕнче пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе социаллă тÿлев хушса парса танлаштарасси тата ытти те.

2010 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен çавăн пекех пенсин страхлакан пайĕ ÿсмелле.



26 января 2010
00:00
Поделиться