Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Телей - ăрусен çыхăнăвĕнче

Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Эльвира Николаевна Борисована (Васильевана) паллатăп пулин те, çамрăк чухне вăл мĕнлерех пулнине пĕлейместĕп. Çавăнпа та 1973 çулта районти çыхăну уйрăмĕ мĕнле телефонисткăна çухатнă-ши - калама пултараймастăп, анчах Вăрмарти райпо 1979 çулта питĕ лайăх тĕп бухгалтерлă пулса тăнине пĕлетĕп. Анчах пурне те йĕркипе.

1955 çулхи сивĕ январĕн 27-мĕш кунĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче йышлă çемьере çут тĕнчене килнĕ пулас Эльвира Николаевна - 5 аппăшĕпе 1 пиччĕшĕ пулнă унăн. Вĕсен хÿттипе, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе, хăй çине тăнипе ялти, Вăрмарти вăтам шкулта вĕренсе пĕтернĕ, хÿхĕм хĕр пулса тăнă. 1972 çулта Вăрмарти çыхăну узелĕнче телефонисткăра ĕçлеме пуçланă, 1973 çулта Шупашкарти кооператив техникумне вĕренме кĕнĕ. 1976 çултан çамрăк бухгалтер пĕр хушă Канаш районĕнче ĕçленĕ. 1979 çултанпа вара - 30 çул ытла - Вăрмарти райпо системинче вăй хурать. 2002 çулччен тĕп бухгалтер, унтан хаксем енĕпе ĕçлекен экономист пулнă, халĕ 1-мĕш категориллĕ бухгалтер. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани çинчен чылай Хисеп грамотисемпе паллăсем калаççĕ. Акă вăл райпо правленийĕн Хисеп грамотине, «Раççей потребкооперацийĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» Хисеп паллине тивĕçнĕ, ЧР тата РФ потребкооперацийĕн ветеранĕ хисеплĕ ятсене илнĕ. Районти Хисеп хăми çине те унăн ятне пĕрре кăна мар кĕртнĕ. Çакăн пек чыса ÿрĕк-сÿрĕк ĕçленипе тивĕçейместĕн.

Пĕлтĕр мăшăрĕпе, Кивĕ Вăрмарти Вячеслав Алексеевич Борисовпа, çемье çавăрнăранпа 30 çул çитнине паллă турĕç вĕсем. Мăшăрсем пĕр хĕре, Надеждăна, пурнăç пулĕ çине кăларнă. Вăл та, пĕчĕкрен амăшĕ ĕçре мĕн пурнăçланине курса ÿснĕскер, унăн çулĕпех кайнă - вĕренсе тухса алла специальность илнĕ хыççăн Шупашкарти кооператив институтĕнче бухгалтер пулса ĕçлет, хĕрача пур. Мăнукĕ яла килсен каялла ачалăх таврăннă пекех туйăнать вара Эльвира Николаевнапа Вячеслав Алексеевича. Çапла пулмасăр, телей вăл ăрусен çыхăнăвĕнче, çывăх çынсем пĕр-пĕрне манманнинче. Çуралнă куна уявланă кун пĕчĕкскер хăйне саламласса шанать Эльвира Николаевна.



26 января 2010
00:00
Поделиться