Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей учительсемпе мухтавлă

Ятарлă пĕр çулталăка учительсене халаллани Раççей историйĕнче хальччен пулманччĕ-ха. Çакă пĕрре те ахальтен мар - çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче малашлăх пĕлÿ патне туртăнакан, чун сипет енĕпе пуян çамрăксенче кăна пулма пултарать. Çакăн çинчен РФ Президенчĕ Д.Медведев Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче уйрăмах палăртнă «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци вĕрентĕвĕн пуçарăвĕнче те тĕплĕн каланă. Вĕрентÿпе воспитани ĕçне пурнăçлакансем вара, тĕпрен илсен, учительсем. 2010 çул Вĕрентекен çулталăкĕ пулни çинчен калакан Указсене малтанах - РФ Президенчĕ мартăн 10-мĕшĕнче, ЧР Президенчĕ октябрĕн 26-мĕшĕнче - алă пусни те çакă вăхăтлăх мероприяти çеç пулманни çинчен калать.

«Тĕлĕнмелле çурт вăл - шкул. Кунта пурте хутăшнă: пурнăç опычĕпе çамрăклăх, наукăпа ÿнерлĕх, кулленхи пурнăçпа мал ĕмĕтлĕх. Пурне те вĕсене çыхăнтарса тăраканĕ - вĕрентекен». Çак сăмахсемпе пуçланчĕ иртнĕ шăмат кун районти Культурăпа кану центрĕнче Вĕрентекен çулталăкĕ уçăлнине халалланă чаплă мероприяти. Унăн ĕçне районти шкул, ача сачĕсен ĕçченĕсемпе пĕрлех район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсен К.Косачевăн тата Н.Бударинăн пулăшуçисем А.Разумовпа К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн пулăшуçи С.Кириллов, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн генеральнăй директорĕ Н.Петров тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче район пуçлăхĕ В.Кириллов сăмах каларĕ, паянтан районта Вĕрентÿ çулталăкĕ пуçланни вĕрентÿ ĕçченĕсемшĕн кăна мар, пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, мĕншĕн тесен эпир пурте шкултан тухнă. Çын хăйĕн ĕмĕрĕнче такама та тĕл пулать, чылайăшне манса каять, анчах та хăйĕн учительне - нихăçан та. Учитель кашнин пурнăçĕнче куçа курăнман, çапах чунра яланах палăрса юлакан йĕр хăварать. Çак йĕр мĕнле пуласси вара вĕрентекенрен килет. Пирĕн районти учительсем çакна лайăх ăнланаççĕ, пурте вĕсем ыр сăмаха тивĕç. Район пуçлăхĕ Вĕрентекен çулталăкĕ вĕсене хăйсем туса çитерейменнине, маларах палăртнисене пурнăçа кĕртме май туса парасса шанчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев Вĕрентекен çулталăкĕ вăхăтлăх мероприяти кăна пулманнине палăртрĕ. Тарăн пĕлÿллĕ, ыр кăмăллă çамрăксем çитĕнтересси учитель пĕлтерĕшне çÿллĕ шая çĕклесен кăна тĕпĕпех пурнăçланĕ. Ку енĕпе вĕрентекенсен шалăвне ÿстересси юлашки вырăнта пулмасса пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ грантсем çĕнсе илме тăрăшмалли пирки каларĕ. Вĕсем вара кăçал сахал пулмĕç.

- Вĕрентекен çулталăкĕн эмблеминче учителĕн ал тупанĕнчен çÿлелле вĕçсе хăпаракан тĕкленнĕ чĕпĕсене сăнлани пĕрре те ахаль мар, - терĕ хăйĕн сăмахĕнче райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов. - Ытарлă каласан, пирĕн, педагогсен, тин çăмартаран тухнă чĕпĕсенчен çунаттисене сарса хăй тĕллĕн вĕçекен кайăксем çитĕнтерсе кăлармалла. Районти педагогсем хальччен те çак ĕçе пĕтĕм яваплăха туйса пурнăçлама, хăйсен пĕлĕвне вĕренекенсем патне çитерме тăрăшнă. Шкулсенчи 325 вĕрентекенрен 96 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче 79 педагог хăйсен квалификацине ÿстернĕ, 91-шĕ тĕрлĕ семинарсемпе çавра сĕтелсене хутшăннă. Юлашки 4 çул хушшинче 11 педагог РФ Президенчĕн Грантне çĕнсе илме пултарнă. Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме вĕрентекенсен пĕлĕвĕ те, методикăпа техника хатĕрĕсем те кирлĕ шайра. Халĕ вара харсăрлăха татах та ÿстермелле пулать. Пур шкулсем те «Пирĕн çĕнĕ шкул» программăпа ĕçлеме хатĕр, ятарлă программăсем туса хатĕрленĕ. Анчах учительтен ыйтнипе пĕрлех, ĕçлеме условисем туса памалла. Кун шутне чи малтанах педагогсен социаллă статусне, ят-сумне ÿстересси кĕрет. Шкула ытларах çамрăк специалистсем килччĕр тесен ĕç укçине ÿстермелле. Д.Медведев Президент та Педагогика Ассамблейине хутшăннă чухне çакă чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулмаллине палăртнăччĕ. Вĕрентекен çулталăкĕнчен пуçласа çак пур ыйтусене те татса парĕç.

Кăçал вĕрентекенсем чылай грантсене тивĕçесси пирки РФ Патшалăх Думин комитет председателĕн К.Косачевăн пулăшуçи А.Разумов каларĕ. Константин Иосифович Вăрмар районĕнчи чи пултаруллă 10 вĕрентекене çулталăк вĕçĕнче Патшалăх Думине тĕл пулăва йыхравланине пĕлтерчĕ. «Акконд-Траст» АУО генеральнăй директорĕн çумĕ С.Кириллов пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн саламне вуласа пачĕ, вĕрентекен çулĕнче ăнăçусем тума сунчĕ. Вăрмарти райпо канашĕн председателĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Н.Бударинăн пулăшуçи К.Никитин депутат ячĕпе саламларĕ. Хăй Шупашкарти кооператив институчĕн доценчĕ пулнă май, унта вĕренекен ентешсем пите хĕреттерменнине каларĕ, çакăн пек лайăх студентсене хатĕрленĕшĕн учительсене тав турĕ. Вĕренÿпе ĕç яланах юнашар пынă. Ĕç вырăнне пĕлмен çынран пархатар пулмасть. Çакăн çинче ытларах чарăнса тăчĕ «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО генеральнăй директорĕ Н.Петров. Хуçалăхра çакна лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та ялти шкулта вĕренекенсене ачаран ĕçе хăнăхтараççĕ. Ĕçлесе ÿснĕскерсем малалла вĕренме кайсан ытларах производствăпа çыхăннă профессисене суйласа илеççĕ. Çапла вара Кивĕ Вăрмарта çамрăксене воспитани парас ĕçе шкулпа хуçалăх пĕрле пурнăçласа пыраççĕ тесен те йăнăш пулас çук.

Хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ чылай педагогсем тухса калаçрĕç, хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Чаплă мероприяти тăршшĕпех районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм «артистсем» юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Çапла старт илчĕ районта Вĕрентекен çулталăкĕ. Сцена çине пысăк саспаллисемпе: «Ахальтен мар вĕрентекенсемпе мухтанать Раççей, вĕренекенĕсем ун мухтавне çĕклеççĕ», - тесе çырнă çунатлă каларăш пĕлтерĕшĕ малашне татах витĕмлĕрех пуласса шансах тăратпăр.



29 января 2010
00:00
Поделиться