Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тухăç паха вăрлăхран килет

Иртнĕ çул ял хуçалăхĕпе çыхăннă çынсемшĕн Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулчĕ. Пĕлтĕр çĕр çинче вăй хуракан кашни механизатор, уй-хирте тăрăшакан çуркуннерен пуçласах тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессишĕн мĕн пур вăй-халне пачĕç. Çур акинче элита вăрлăх кăна акса хăварма тăрăшрĕç.

Çине тăни сая каймарĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 26,5 центнер пухса кĕртнĕ. Çакă пирĕншĕн чикĕ мар. Тунă çитĕнÿсене çирĕплетсе хăварса кăçал татах та тухăçлăрах тыр-пул çитĕнтерессишĕн тăрăшмалла. Паха вăрлăх тухăç никĕсĕ пулнине шута илсе, çур акинче пысăк тухăç паракан элита тата пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе кăна акса хăвармалла. Çур акине хатĕрленесси районти хуçалăхсенче епле пырать-ха; Тÿрех калас пулать, çителĕксĕр. Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне акмалли мĕн пур вăрлăхăн 61 процентне акма юрăхлă кондицие лартнă пулсан, кăçал вара 52 процентне кăна. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, «Шигали», «АгроВладина» хуçалăхсем акмалли мĕн пур вăрлăха алласа пысăк кондицие çитерессишĕн тăрăшулăх кăтартаççĕ.

«Арабоси» агрофирмăра, «Захаров И.П.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче паянхи куна акмалли вăрлăх пачах та çук. Вĕсем вăрлăх çĕнĕрен туянаççĕ.

Хĕл кунĕсенче çанталăк сивĕ тăнине пула акмалли вăрлăха алласа тасатасси вăраха тăсăлчĕ. Çавăнпа та ăшă кунсенче ку ĕçе хăвăртлатни кирлĕ.

Пĕлтĕр «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, Сапаркин А.Г.», «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем вăрлăха улăштарса элита репродукциллине акнă. Çавăнпа вĕсем тухăçлă тыр-пул çитĕнтерчĕç, районти хуçалăхсене те сутма пултарчĕç. Сăмахран, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ районти тата ун тулашĕнчи хуçалăхсене урпан «Эльф» элитлă сортне 200 тонна хатĕрлесе сутрĕ. Çавăн пекех «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ урпан «Эльф» тата козлятникăн «Ялгинский» сорчĕсемпе хуçалăхсене тивĕçтерчĕ.

Çур аки çывхарса килет. Агротехникăлла мĕн пур мероприятисене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерес пулсан паха вăрлăх хатĕрлесси çине уйрăмах тимлĕ пăхмалла. Акас умĕн пĕтĕм вăрлăха акма юрăхлă кондицие лартма тăрăшмалла, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе кăна акса хăвармалла. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенчи вăрлăх хатĕрлекен бригадăсемпе звеносен ĕçне тĕпрен вăйлатмалла, паха вăрлăх хатĕрлессишĕн мĕн пур вăй-хала памалла.



29 января 2010
00:00
Поделиться