Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вун пĕр тенке çитнĕ

Чи малтанах çак цифрăсем мĕне пĕлтернине палăртса хăварар: Тикаш ял тăрăхĕнче пурăнакансем сутакан сĕтĕн хакĕ. Хаçатăн иртнĕ çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче тухнă номерĕнче сĕте 4 тенкĕпе кăна сутăн илни пирки тарăхса çырнă çыру тăрăх материал пичетленĕччĕ. Хăшĕсем унта ĕне выльăха усрама пăрахма лекесси пирки те пăшăрханса пĕлтернĕччĕ. Харпăр хăй ĕне усраса сĕт туса илсен, йÿнĕ хакпа сутас килменни паллă ĕнтĕ. Сĕт хакĕ вара çăвĕпех 4 - 4,50 тенкĕ пулнă. Ял çыннин чунĕ ыратать пулин те, мĕн тăвăн; Сĕт ĕне чĕлхи çинче тенĕ пек, ăна хĕл каçарма çăвĕпех ниçта тухса курмасăр выльăх апачĕ хатĕрлемелле. Ку ĕç вара пĕрре те ансат мар, турттарса килнĕ утта кирлĕ вырăна хума та ялта çын тупма май килмест, мĕншĕн тесен вăйпитти арçынсем унта-кунта ĕçлеме тухса каяççĕ, ватăсемпе çамрăксен вара кăвапаран туртакан пуличченнех тапаланма тивет. Çакăн хыççăн вара сĕте йÿнĕ хакпа сут.

Кĕркунне енне сулăнсан сĕт хакĕ кăштах ÿсни ял çыннине хавхалантарса янă. Сутас тенĕ ĕнисене те сутса яман. Калаçăва Тикаш ялĕн цифрисемпе пуçланă майăн, малалла та çак ял тăрăхĕнчи кăтартусенех тĕслĕх вырăнне илсе пăхар: октябрь уйăхĕ тĕлне кунти сĕте 6 тенкĕ те 50 пуспа килсе туянма тытăннă. Кил хуçалăхĕнче ĕне тытакансемшĕн ку самаях пулнă, уйрăмах пенсионерсемшĕн. Ял халăхĕ ăна ытларах сутма тытăннă. Кĕр енне сулăнсан сĕтĕн çуллăхĕ те ÿсет-ха ĕнтĕ. Сутăн туянакансем çакна та шута илнĕ пулĕ. Çапла вара ноябрь уйăхĕ çитнĕ çĕре çак продукци хакĕ 9 тенке çитнĕ. Тикаш ял тăрăхне ăна кун сиктерсе килсе пуçтарма пуçланă. Кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра ĕнесем пăрулас тапхăрта пулнине кура сĕтне те сахал антараççĕ. Сĕтне туса илме мĕнле йывăр - хакĕ те çавăн пек йывăррăн, пĕчĕккĕн хăпарса пырать. Çак хак та ĕне выльăх тытакансене пурпĕрех савăнтарать. 2010 çулхи январĕн 14-мĕшĕнчен вара сĕт туянакансем урăх хакпа илессине пĕлтернĕ - 11 тенкĕпе. Сĕтне вара икĕ кунта пĕрре ирпе ирех 5 - 6 сехетсенче килсе пуçтарса каяççĕ. Ял çыннисен ĕнисем пăрулама тытăннă май çак продукта сутакансем кашни кун хушăнсах пыраççĕ.



29 января 2010
00:00
Поделиться