Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ялти ятлă-сумлă çын

Манăн Çитмĕш ялĕнче пурăнакан ятлă-сумлă çын - Галина Егоровна Савушкина - çинчен кăштах çырса кăтартас килет. Вăл 1938 çулта Кĕлкеш ялĕнчи йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Пĕчĕклех ĕçе хăнăхса ÿснĕскер, халĕ те ял çинче ятлă-сумлă çынсен шутĕнче. Пуçламăш классене ялти шкултан вĕренсе тухнă, унтан Тупахра 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухать, каярахпа Кавалти вăтам шкула вĕренме каять. Унтан ăнăçлă 10 класс вĕренсе тухсан, пĕр вăхăт колхозра ахаль рабочи пулса тăрăшать. 1957 çулта вара Кĕлкеш ял Советĕнче счетовод-кассирта вăй хурать. 1959 çулта вăл Чулкас ял Советне ĕçлеме куçать, унтан пултаруллă çамрăка 1969 çулхи апрель уйăхĕнче секретаре суйлаççĕ. 1960 çулта пурнăç шăпи ăна Çитмĕш ялне илсе çитерет, мĕншĕн тесен çак ялти Михаил Савушкинпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Çамрăк мăшăр кил-çурт лартать, унтан, паллах, ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралаççĕ - Василий, Владимир, Юрий. Ачисем те пĕчĕккĕ, çав вăхăтрах Чулкас ялне ĕçе çÿренĕ, выльăх-чĕрлĕхне те усранă. Каярахпа ачисем те ÿссе çитĕнсе шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса малалла пĕлÿ илме каяççĕ. Аслă ывăлĕ Василий, 1961çулта çуралнăскер, Шупашкарти энергетика техникумĕнче пĕлÿ пухать, унтан вĕренсе тухсан малтанхи вăхăтсенче Вăрмар поселокĕнчи механика заводĕнче ĕçлет, каярахпа тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тÿр килет ăна. Алли ăстине пула тĕрлĕ ĕçсене хăнăхса пырать, хальхи вăхăтра вăл ĕçлекен ĕç пурне те кирлĕ, халăха пысăк пулăшÿ кÿрет. Вăталăх ывăлĕ - Владимир. Вăл Шупашкарти çыхăну техникумĕнче пĕлÿ пухнă. Халĕ вăл Вăрмарти линипе техника цехĕнче (ЛТЦ) ĕçлет. Кĕçĕнни - Юрий, 4 çула çитсен, сарăмсăр çĕре кĕрет. Ун хыççăнах мăшăрĕ, Миша пичче, аварине лексе чылайччен аптраса пурăннă хыççăн çĕре кĕнĕ. Чăтма çук йывăр хуйхăна Галя аппа ĕçре тата сывă ачисемпе пусарнă. Ачисем тенĕрен, вĕсем халĕ Вăрмар поселокĕнче çурт-йĕр çавăрса, тĕпленсе пурăнаççĕ. Мăшăрлă, ача-пăчаллă.

1973 çулта Галя аппа «Россия» совхозри Çитмĕш ялĕнче бригадирта ĕçлеме тытăнать. Пĕр вăхăт Чĕкету ферминче заведующинче вăй хурать, унтан каллех - бригадирта. Пенсие те бригадирта ĕçлесех тухать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ялта халĕ те хисеплесе «Бригадир Галя аппи» теççĕ. Çакăн пек каласан ăна таврара пĕлмен çын та çук темелле. Галя аппа халĕ çамрăках мар ĕнтĕ, 71 çулта. Сăнпа пăхсан çак çулта тесе те калаймăн ăна - ĕçчен те вашават, кил-çуртне тирпейлĕ тытать, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Пахчинче те тĕрлĕ илемлĕ чечексем ÿстерет, мĕн тĕрлĕ йывăçсем çитĕнмеççĕ-ши тата ! Пирĕн çемье Галя аппапа пĕр кÿршĕре пурăннишĕн эпĕ çав тери савăнатăп, мĕншĕн тесен вăл пире яланах ырă канашсем парса пулăшать. Эпир те ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Пушă вăхăта та Галя аппапа ирттерме çав тери кăмăллă, вăл темĕн те пĕлет, пире пурнăçра лайăх çулпа пыма, çынсемпе çын пек пулма вĕрентет. Тайма пуç ăна пуриншĕн те. Ватăлмалăх кунра ырлăх-сывлăх сунар.

Кĕлкеш шкулĕ.



29 января 2010
00:00
Поделиться