Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăвашла «калаçакан» А.Чехов

Январĕн 29-мĕшĕнче вырăссен паллă çыравçи Антон Павлович Чехов çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Çавна май ЮНЕСКО 2010 çула Чехов çулталăкĕ тесе йышăннă. Унăн ятне, хайлавĕсене эпир ачаранпах лайăх пĕлетпĕр. Вăхăт иртнĕçемĕн писателĕн «Каштанка» тата «Ванька Жуков» калавĕсене çеç мар, «Степь», «Черный монах», «Анна на шее», «Дом с мезонином», «Дама с собачкой», «Вишневский сад» тата ытти ĕçĕпе паллашатпăр. Литературăпа драматургире тарăн та çирĕп тымар янă çак хайлавсене паян та театр сцени çинче лартаççĕ, кинофильмсем ÿкереççĕ. Пĕтĕмĕшле калас тăк - калавĕсемпе повеçĕсенчи тарăн шухăш çивĕчлĕхне çухатман.

Антон Чехов пултарулăхне вырăс халăхĕ çеç мар, чăвашсем те кăмăллаççĕ, асрах тытаççĕ, ăна юратса вулаççĕ.

Писатель юбилейне халалласа республикăри Патшалăх пичет архивĕ интернет сетĕнче кунта упранакан А.Чехов хайлавĕсен чăвашла куçарнă списокне кăтартнă. Чăваш çыравçисем классика 1920-мĕш çулсенчех куçарма пуçланă. 1924 çулта «Хуйхă» тата «Ванька Жуков» калавĕсене 3 пин тиражпа уйрăм кĕнеке туса кăларнă. Çав çулах А.Чеховăн пĕрремĕш пьеси «Сунтал» журналта кун çути курнă. Пурне те вĕсене М.Петров (Тинехпи) куçарнă. Каярах çак ĕçре Иван Мучи, Л.Агаков писательсем тухăçлă ĕçленĕ.

Пирĕн район çыравçисем те Антон Павлович пултарулăхĕпе кăсăкланнă. Темиçе çул каялла «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче нумай çул хушши вăй хунă В.Миронов журналист «Саппойран» калавне пичетленĕччĕ. Пĕлтĕр çав хайлавах вăл кăларнă «Кĕтÿçĕ калавĕсем» кĕнекере кун çути курчĕ. Çапла вара пултаруллă çыравçăн хайлавĕсене чăвашла куçарас ĕçре Вăрмарсен тÿпи те пур.



05 февраля 2010
00:00
Поделиться