Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă тума алăксем уçă

Районта «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ вăй илсех пырать. Çак пархатарлă ĕçе хутшăнакан тĕрлĕ организацисемпе ĕç коллективĕсен йышĕ хушăнсах пырать. Акă пирĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн коллективĕ те хăйĕн тÿпине хывас тесе пĕр кунхи ĕç укçипе тăхăнмалли япаласем, кĕнекесем пухрĕ. Çывăх вăхăтра вĕсене çак пулăшу питĕ кирлĕ ачасем патне çитерĕпĕр.

Пулăшу кĕтекенсем вара чылай. Пирĕн районта халĕ 80 яхăн инвалид-ача, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем 100, пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ 169 ача. Çавăн пекех районта нумай ачаллă 300, çын пуçне пурăнмалли шайран сахалрах укçа илекен 2000 çемье пурăнать. Çавăнпа та пирĕн пурин те вĕсене май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшмаллах.

Марафонăн тĕп тĕллевĕ те инвалид тата тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене, ытлă-çителĕклĕ пурнăçпа пурăнман çемьесене пулăшу пама укçа-тенкĕ, япала пухасси. Çак тĕллевпех февралĕн 12-мĕшĕнче хула-ял тăрăхĕсем хушшинчи «Вăрмар» Культурăпа кану центрĕнче «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ ирттерме палăртнă. Çак кун культура учрежденийĕн алăкĕ чунĕсем хытман пур çын, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем, пур шайри предпринимательсем валли уçă. Мероприяти 10 сехетре пуçланать.



05 февраля 2010
00:00
Поделиться