Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пархатарлă тĕллев

Н.Федоров Президент Чăваш Ене мала ярассишĕн, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн çав тери тăрăшни куç умĕнчех. Халăх хуçалăхĕн пур отрасльне те çĕнĕ технологисемпе инноваци çулĕпе малалла аталанма çул кăтартса пыни пире, ытларах ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансене, калама çук пысăк пулăшу. Çырура çут çанталăк этем пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине те палăртнă. Çавăнпа та эпир туса илекен ял хуçалăх продукчĕсем экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă пулмалла. Ахальтен каламан ĕнтĕ Çырура пурнăç биотехнологисене хăй ыйтать тесе. Цифра фотоаппарачĕсем, кĕсье телефонĕсем, интернет, энерги тата ресурс перекетлекен ял хуçалăх техникисем сисĕнмесĕрех пурнăçа кĕрсе пычĕç. Малтанхи çулсенче уй-хирте пĕр пĕчĕк лаптăк çĕр çинче 100-шер халăх хĕвĕшнĕ пулсан, халĕ çав ĕçсенех пĕр техникăпа тата 3-4 çынпах пурнăçлама пулать. Унсăр пуçне механизаторсен ĕçĕ (хальлĕхе пурин те мар пулин те) халичченхипе танлаштарсан, тĕппипех улшăннă. Тырă вырнă чухне тусан вĕçнине пула комбайнерăн сăнне те палламалла мар пулнă пулсан, халĕ вĕсем тап-таса кабинăра музыка итлесе пыраççĕ. Чир-чĕрпе сăтăрçăсене тата çут çанталăк пулăмĕсене парăнмасăр пысăк тухăç паракан тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акма пултарни те ял хуçалăх отраслĕнчи хăйне евĕрлĕ çĕнтерÿ. Производство тухăçлăхне ÿстерес, пысăк пахалăхлă, таса çимĕç туса илес, çав вăхăтрах экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тениех Н.Федоров Президент хăй ертсе пыракан халăхшăн тăрăшнине палăртать. Пирĕн вара вăл каланине шута илсе, пурнăçа кĕртсе пымалла. Ĕçлемелли, вĕренмелли нумай. Республикăра малта пыракан районсенчи ăста специалистсемпе курса калаçни, тĕл пулни, пĕр-пĕрин опычĕсемпе ĕçре усă курни тĕллевсене пурнăçлама май параççех. Çĕрпе, техникăпа, патшалăх пулăшăвĕсемпе туллин усă курмалла.

Кадрсене хатĕрлессипе те самаях ĕçлемелле. Пурнăç çине çĕнĕлле пăхма пултаракан специалистсемпе кăна малалла çитĕнÿсем тума май килĕ. Пĕтĕм аталану та ăслăлăхпа çыхăннă. Шел пулин те, хальлĕхе пĕлÿ çине çителĕксĕр пăхатпăр. Çак çитменлĕхе кĕске вăхăтрах пĕтерме тăрăшмалла, вара тин пархатарлă тĕллеве пурнăçлама май килĕ.



05 февраля 2010
00:00
Поделиться