Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăван халăхран вăтанас марччĕ

Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрĕн вуннăмĕш çулталăкĕ чăваш халăхне тĕп тĕрĕслев витĕр кăларать. Вăл - кăçалхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен патшалăх пĕлтерĕшлĕ мероприяти - Пĕтĕм Раççей халăх Çыравĕ.

Чăваш йышĕ чакса пынине вара 2002 çулхи Çырав кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. Икĕ çырав хушшинче (вун виçĕ çулта) пирĕн йыш 136 пин чухлĕ чакнă, çуллен - вуншар пин ытла. Халĕ эпир - 1 миллион та 637 пин çын. Çак виçепех чакса пырсан мĕн пулĕ; 163 çултан тĕнчери чи ватă та пуян чĕлхесенчен пĕри калаçакансăр тăрса юлĕ.

Халăхăн 67,7 проценчĕ тăван республикăра тĕпленнĕ, ыттисем çĕршыв тăрăх саланнă. Паян йăхташăмăрсем пысăк йышпа Тутарстанра (126 пин), Пушкăртстанра (117 пин), Чĕмпĕр (111 пин), Самар (101 пин), Тюмень (30 пин) облаçĕсенче пурăнаççĕ. Çыравăн çĕнĕ кăтартăвĕсем мĕнле пуласси, эпир хамăра авалхи историллĕ, пайланман, сапаланман, аслă чăваш халăхĕн - пăлхар-сăварсен тăсăмĕн - тивĕçлĕ ывăлĕ-хĕрĕ тесе йышăнасси хамăртан килет, çавăнпа та нацилĕхе кăтартнă чухне хăш халăх ывăлĕ-хĕрĕ пулнине пытармасăрах кăтартар.



05 февраля 2010
00:00
Поделиться