Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Выльăх-чĕрлĕхрен усси пур

Пирĕн районăн ĕçĕ-хĕлĕ ытларах ял хуçалăх отрасльĕпе çыхăннă. Тин çеç хаçатра ку отрасльти пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен иртнĕ çулхи тухăçĕ пирки сăмах пынăччĕ. Уй-хирте мĕн туса илни вара пурте выльăх-чĕрлĕх витĕр тухать. 2009 çулта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнин итогĕсемпе райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп зоотехник-специалистне О.Васильева паллаштарма ыйтрăмăр.

2009 çулта районти пур тĕрлĕ хуçалăхсенче пурĕ 3895 тонна аш-какай, 16070,6 тонна сĕт туса илнĕ. Унчченхи çулхипе танлаштарсан аш-какай туса илесси 12 тонна, сĕт - 378,6 тонна ÿснĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче пурĕ 2736 тонна сĕт суса илнĕ. Сĕт сăвассипе районти чи лайăх хуçалăхсенчен шутласан «Шигали» хуçалăх тата «Арабоси» агрофирма малта пыраççĕ. «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн та кăтартăвĕсем начар мар. Тăрăшсан ĕçĕ те ăнса пырать, тупăшĕ те курăмлă. Выльăхсен пуçĕ те ку хуçалăхсенче хушăнсах пырать. Кĕтĕве çĕнетессипе те малтанах тăрăшаççĕ, çамрăк тынашкасене пĕчĕклех ĕне тума тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Апатне те выльăх-чĕрлĕхсене кирлĕ, тĕрлĕ хутăшсемпе хатĕрлесе параççĕ. Утă-улăмне те çуллахи кунсенче ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ. Хăйсен ĕнисем валли те, сутлăх та пур вĕсен. «Сĕт ĕне чĕлхи çинче», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ĕлĕкхи çын. Кам çак каларăша пысăка хурса тытса пырать, вĕсен кăтартăвĕсем те чи лайăххисем. Ку хуçалăхсенче кадрсемпе те лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Выльăхсемпе ĕçлекен специалистсем хăйсен ĕçне пĕлсе те яваплăха туйса туса пыраççĕ. Хăшĕ-пĕрисем ку ĕçре пĕр улшăнмасăр 20-шер çул ытла ĕçлекеннисем те пур. Районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Хутшăннипе кăна çырлахмаççĕ, малти вырăнсене те пĕрре кăна мар çĕнсе илнĕ тĕслĕхсем пулнă. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах.

2010 çул пуçламăшĕ тĕлне районти пур тĕрлĕ хуçалăхсене шута илсен 8513 пуç мăйракаллă шултра выльăхсем, сăвакан ĕнесем 4130 пуç усраççĕ, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче - 1336, сăвакан ĕнесем 723 пуç. Сыснасене пур тĕрлĕ хуçалăхсенчипе шута илсен - 7236 пуç, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 1022 пуç тытаççĕ. 113719 пуç чăх-чĕп, çав шутра «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче - 92351 пуç. Районĕпе шутласан 208 лаша пур, 12502 пуç сурăхсемпе качакасем.



05 февраля 2010
00:00
Поделиться