Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ентеш паттăрлăхĕ вилĕмсĕр

Кĕçех паллă çар пуçĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 123 çул çитет. Вăл 1887 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче Будайка ялĕнче (халĕ Шупашкар хулине кĕрет) çуралнă. 1919 çулхи апрельтен 25-мĕш стрелковăй дивизине ертсе пыма пуçлать, Колчак çарĕсене хирĕç çапăçать. Анчах сентябрĕн 5-мĕшĕ умĕнхи каç Лбищенскра тăракан дивизи штабĕ çине шурă казаксем тапăнаççĕ. Чапаевпа юлташĕсем тăшманăн пысăк вăйне хирĕç паттăррăн çапăçаççĕ, анчах тан мар кĕрешÿре пуçĕсене хураççĕ.

Паянхи пекех астăватăп. 1965 çулхи кĕркунне мухтавлă çар дивизине чăваш комсомолĕ шефа илчĕ. Туслă çыхăну анлăн сарăлса кайрĕ. Чăваш Енри чи хастар çамрăксем тивĕçлĕ пулчĕç çак дивизире службăра тăма. Вĕсен хушшинче пирĕн район каччисем те сахал марччĕ.

1966 çулхи октябрь уйăхĕнче В.И.Чапаев ячĕпе хисепленекен дивизин делегацийĕ Шупашкара килчĕ. Делегацин пĕр ушкăнĕ Вăрмарта пулчĕ. Районти Культура çуртĕнче чаплă тĕл пулу иртрĕ. КПСС райкомĕн секретарĕ Г.Григорьев савăнăçлă каçа уçса çапла каларĕ:

«Паян эпир легендарлă Чапаев ячĕпе хисепленекен дивизине кайма тивĕçлĕ пулнă çамрăксене ăсатма пухăнтăмăр. Совет Çарне çапла чысласа ăсатасси çирĕп йăлана кĕчĕ. Урăхла пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен пирĕн мухтавлă Совет Çарĕ мирлĕ пурнăç тĕрекĕ, Тăван çĕршывăн чи шанчăклă хуралçи».

Хăнасене тата Чапаев дивизине службăна каякансене Вăрмарти вăтам шкулти пионерсем саламларĕç.

Пулас чапаевецсене ырă канашсемпе сĕнÿсем парса районти çар комиссариачĕн офицерĕ Л.Зайцев хĕрÿллĕн саламларĕ. «Динамо» колхоз членĕ, 67 çулхи Степан Романович Романов сăмах илчĕ. Вăл - ватă чапаевец. 1918-1919 çулсенче Колчака тата ытти шурă гвардеецсене хирĕç çапăçнă. В.И.Чапаевпа Д.А.Фурманова пĕрре кăна мар курнă. Вăл хăйĕн аса илĕвĕсемпе пулас чапаевецсене хавхалантарчĕ, çунат хушрĕ. Чапаев дивизийĕн офицерĕ Якименко дивизин историйĕпе паллаштарчĕ.

Çак кун пирĕн районтан çар дивизине «Победа» колхоз шоферне В.Александрова, «За коммунизм» колхоз членне Г.Кабакова, «Динамо» колхоз каччине Ю.Васильева тата «Ленинский» совхоз ĕçченне Н.Данилова ăсатрăмăр. Савăнăçлă каçра ВЛКСМ райкомĕ ячĕпе Чапаев дивизийĕнчен килнĕ хăнасене чĕререн саламласа, чăваш писателĕсен кĕнекисене парнелерĕç. Хамăр районтан çак дивизие каякан çамрăксене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Республикăри çар комиссариачĕн офицерĕ И.Черновский ăшă тĕл пулушăн Вăрмарсене тав турĕ. Çакна палăртма кăмăллă: пирĕн республикăри çамрăксем çав дивизипе темиçе çул хушши туслă çыхăну тытнă. Унта комсомол путевкипе чăвашсен чи лайăх çамрăкĕсене янă. 1970 çулхи призыв итогĕсем тăрăх ВЛКСМ обкомĕн бюровĕ çамрăксене Совет Çарне службăна кайма хатĕрлес енĕпе чи лайăх кăтартусем тунăшăн пирĕн районти комсомол организацине В.И.Чапаев ячĕпе хисепленекен дивизин Хĕрлĕ ялавне пама йышăннăччĕ. Унтанпа 44 çул иртрĕ пулин те, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ самант паян кун та асран тухмасть.



09 февраля 2010
00:00
Поделиться