Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ыр ĕçре – этемĕн чысĕ те хисепĕ

Хаçатра ĕçленĕ май чылай профессиллĕ çынсем çинчен çырма тÿр килет. Учитель, агроном, механизатор, чăх-чĕп пăхакан... Хăшĕ-пĕрисемпе пĕрле те выляса ÿснĕ, теприсене вара пуçласа куратăн, виççĕмĕшĕсене вара тахçанах пĕлетĕн, анчах тĕл пулсан сывлăх сунса иртнисĕр пуçне хирĕç тăрса сăмах вакласах каймастăн. Хальхинче вара эпĕ шăпах «виççĕмĕшĕсем» пирки сăмах пуçарасшăн.

Вăрмар поселокĕнче кун çути курнă Ангелина Евстафьевна Евсикова. Кунтах унăн ачалăхĕ иртнĕ, вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ. Вакинсен çемйинче чи аслă хĕрĕ пулнăскерĕн хăйĕнчен кĕçĕнреххисене те сахал мар пăхма тивнĕ.

Амăшĕ, Валентина Николаевна нумай çулсем хушши çăкăр пĕçерекен пулса ĕçленĕскер, ачисене яланах çăкăртан асли çук тесе вĕрентнĕ. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ ытларах тирпейлĕхпе çыхăннă ĕнтĕ. Ашшĕ - Евстафий Иванович - районти автотранспорт предприятийĕнче водительте ĕçленĕ. 5 ачана тĕрĕс воспитани парса ÿстерес тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ вĕсем. Ачасене çуратмалла кăна мар вĕт - тĕрĕс-тĕкел те çитĕнтермелле, çынна юратма, хисеплеме вĕретмелле тата ытти те.

Ачисем пĕрин хыççăн тепри вакă пулнă. Пĕчĕк чухне кăна ача-пăча килте хĕвĕшет, ÿссе çитĕнсен çунат хушса вĕçсе тухса каяççĕ. Вакинсен те çаплах пулнă ĕнтĕ. Ачисем пĕри - врач, тепри - шашка-шахмат выляс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Халĕ отставкăри капитан та пур вĕсен, вăл Шупашкарта шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ. Вăл вăхăтра служба тивĕçĕнче уйрăмах палăрнăшăн орден та илме пултарнă. Икĕ хĕрĕ бухгалтер ĕçне килĕштернĕ. Вĕсенчен пĕри ĕнтĕ эпĕ паян сире паллаштарас текен Ангелина Евстафьевна. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Владимир облаçĕнчи Юрьев-Польски хулинче бухгалтерсен пĕр çуллăх вĕрентекен курсĕнчен пĕлÿ илсе тухать те ĕçе пикенет. Унтан Улатăрти бухгалтерсене хатĕрлекен техникума вĕренсе пĕтерет. 1977 çулта районти «Сельхозэнерго» предприятинче ĕçлеме тытăнать.

Кунта чылай çулсем хушши тăрăшать. «Ырă ят мултан паха», - тенĕ пек Ангелина Евстафьевна та ырă ята тивĕçет. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна предприятинче пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем ырăпа аса илеççĕ, хисеплеççĕ. Акă, пĕр тĕслĕх кăна илсе пăхар-ха. Унăн 55 çулхи юбилейне юлташĕсемпе тăванĕсем нумаййăн пухăнса саламланă, ырă сăмахсем каланă. Пĕр пÿлĕмре юнашар ларса вăй хунăскерсем вара пушшех те ырăпа аса илеççĕ. А.Евсикова ку предприятинче тĕп бухгалтерта ĕçленĕ.

Экономистра вăй хунă Елена Даниловна Сергеева вара ăна наставник вырăннех хурать, мĕншĕн тесен çамрăкскерне ĕçре пулăшса пыни халĕ палăрать. Вăл хăй те ăста экономист, хальхи вăхăтра çак предприятире тĕп бухгалтерта ĕçлет. Е.Сергеева вĕсем пĕрле ĕçленĕ вăхăта паянхи кунччен те лайăхпа аса илсе пурăнать.

Надежда Кимовна Кириллова бухгалтер-кассир та хăйĕн тĕп бухгалтерне ырăпа аса илсе каласа парать. Ангелина Евстафьевна урăх ĕçе куçнăранпа 17 çул иртсе кайнă пулсан та вĕсем пĕр-пĕрин патне кайса килеççĕ. А.Евсикова пĕçернĕ тутлă кукăльне те пĕрлех çиеççĕ. Сельхозэнергоран тухса кайсан Ангелина Евстафьевна пĕр вăхăт Саратов облаçĕнчи Балашово хулинче налук службинче патшалăх инспекторĕнче вăй хурать. Каярахпа унтан таврăнсан районти ял хуçалăх управленинче тĕп бухгалтерта ĕçлеме тÿр килет ăна. Шупашкарти «Восхождение» тулли мар яваплă обществăра бухгалтер ĕçĕсене тытса пыракан специалистра тăрăшать. Хальхи вăхăтра Ангелина Евстафьевна тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе, Сергей Иванович Евсиковпа, виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Вĕсен виçĕ мăнук. Канмалли кунсемпе уявсенче вĕсем патне килсе савăнăçпа пÿрт тулать. Пĕчĕк ачасем çине пăхса ватлăх çывхарнине те манса каятăн. Çакă мар-и-ха телей!



09 февраля 2010
00:00
Поделиться