Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕрĕслев мĕн кăтартрĕ?

Кăçалхи январĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн сотрудникĕсем пирĕн район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва, гражданла оборона, пушар хăрушсăрлăхĕ тата çынсене шыва путасран асăрхаттарас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен комплекслă тĕрĕслÿ ирттернĕ. Итогĕсене район администрацийĕн ларусен залĕнче пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Тĕрĕслеве хутшăннă представительсем тухса каланисенчен çакă паллă пулчĕ: сакăр ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ. Чрезвычайлă лару-тăрăва, пушар хăрушсăрлăхне асăрхаттарас, гражданла оборона енĕпе ĕç-пуç Энĕшпуç ял тăрăхĕнче аванрах пулсан, ытти ял тăрăхĕсем пирки çакна калама çук-ха. Чылай чухне пĕвесем туман пирки пушар машинисене шывпа тултарма пултараймаççĕ. Шыв башнисем патне пымалли çула йĕркеллĕ тытса тăмаççĕ. Пушар тухни çинчен халăха пĕлтермелли хатĕрсем çакса хуман. Культура çурчĕсемпе библиотекăсенчи пушар сигнализацийĕсем кивелнĕ тата ытти те.

Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тата хула ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă. Вĕсен вырăнта диспетчер служби, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентессине йĕркелемелле, пушар машинисене юсавлă тытмалла. Пушартан хÿтĕленмелли индивидуаллă хатĕрсем, аптечка пулмалла. Пушар машинисене шывпа тултарма кашни ял тăрăхĕнчех пĕр пĕверен кая мар пулмалла. Çак асăннă япаласене пурнăçламасан тата вĕсем пулмасан вут-çулăм пысăк инкек кÿме пултарать. Çавăнпа та «вăрă вăрлать, хăйне кирлине илет, пушар тĕппипех кĕл тăвать», текен ваттисен сăмахне асрах тытмалла.

Канашлура гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрăвăн ытти ыйтăвĕсене сÿтсе явнă, çитменлĕхсене пĕтермелли майсене палăртнă.



09 февраля 2010
00:00
Поделиться