Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Творчество коллективĕсен фестивалĕ

Чăваш Республикин Президенчĕн «Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявлама хатĕрленесси тата ăна ирттересси çинчен» тата «Раççей Федерацийĕнче Учитель çулталăкне ирттересси çинчен» Указĕсене пурнăçласа район пуçлăхĕ художествăлла пултарулăх никĕсĕ çинче ачасене, çамрăксене тата халăха çарпа патриотла, нравственность, эстетика, художество енĕпе воспитани парас енĕпе кăçалхи февраль-март уйăхĕсенче ял тăрăхĕсен, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен, предприятисемпе организацисен художество пултарулăх коллективĕсен пĕрлехи творчество фестивальне ирттерес енĕпе хушу кăларнă.

Чаплă юбилее хатĕрленсе ирттерес енĕпе туса ирттермелли мероприятисен планне тата йĕркелÿ комитечĕн составне çирĕплетнĕ.

Мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инвалидсене, тăлăх арăмсене тата ытти хăш-пĕр категорири çынсене пурлăх енчен пĕр вăхăтлăх пулăшу параççĕ.

Инвалидсемпе вăрçă участникĕсем хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттерме кашни çулах диспансеризаци тухмалла. Вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшу памалла.

Социаллă çурт-йĕр строительстви программипе килĕшÿллĕн çурт-йĕр туянма социаллă пулăшупа тата çăмăллатнă ипотека кредичĕпе тивĕçтермелле.

Республикăри гражданла-патриотла акцие хутшăнса районти ялсенче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен аллейисем йĕркелемелле.

Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене юсаса йĕркене кĕртмелле.

Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă мероприятисем, тĕл пулусем, конференцисем, хăюлăх урокĕсем, театрсемпе драма коллективĕсен, «Çамрăксем вăрçă çинчен çырнă кĕнекесем вулаççĕ» кĕнекесен районти фестивалĕсене ирттермелле. Çавăн пекех интереслĕ, çарпа патриотла воспитани енĕпе тĕрлĕрен ытти мероприятисем нумай ирттерме палăртнă.



09 февраля 2010
00:00
Поделиться