Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Учителе вĕрентме юрать-и?

- Учительсене вĕрентсе калама юрать-и? - тесе ыйтать манран Хĕветле аппа. «Мĕншĕн юрамасть-ха, ăслă-тăнлă сăмахсем пурне те кирлĕ. Питĕ аван кирлине каласан», - тетĕп ăна. «Вăл çеç те мар, эсир ватăсен çулĕ витĕр тухнă, пурнăçне те нумайрах пирĕнтен курнă, çăкăрне те нумайрах хатĕрленĕ уйра»,- тетĕп ăна.

«Апла тăк, сирĕн урамри пĕр учитель çапла каларĕ: «Ан вĕрент, эсĕ атте-анне мар манăн», - терĕ. Ирĕксĕрех шухăш çуралчĕ: Сăмах вăл тĕрлĕрен пулать, ăна ăнланма пĕлес пулать. Тен чăн та паян килĕшсен те килĕшмест, анчах тепĕр темиçе çултан тĕрĕсех пулнă вăл тейĕн хăвах. Тата сăмаха каланă чух аса илмелле ялти «Çăрттана» - Щукаре: «Вăхăчĕ кăнтăрлаччĕ çав, вăхăтра сăмахĕ пулмарĕ, тен», - тенине. Эпĕ урăхларах каласшăн çеç: Шухăшĕ пĕр килменнипе кăна çапла каланă пулĕ вĕрентÿçи. Тен пысăка хунă хăйне. Халĕ пысăка хурасси модăра та. Çавна çеç калатăп: учитель те çынах.



09 февраля 2010
00:00
Поделиться