Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юратакансен кунĕпе... Çĕнĕ çулпа!

Юратакансен кунне февралĕн 14-мĕшĕнче уявлаççĕ. Вăл Çветтуй Валентин ячĕпе çыхăннă. Раççее çак уяв Анăç Европăран иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче килнĕ.

Валентин Рим императорĕпе Клавдийпе пĕр вăхăтра пурăннă, ĕçленĕ. Император Рим легионерĕсене питĕ хисепленĕ, христиансене ним вырăнне хуман. Çар çыннисен хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварас тесе вăл хушу кăларнă. Легионерсен авланма юраман. Императортан хăрамасăрах çамрăк священник Валентин легионерсене вăрттăн мăшăрлантарнă, уйрăлса кайнисене те пĕрлештернĕ, юрату çырăвĕсем çырса панă, венчете тăракансене чечексем парнеленĕ... Рим империйĕ хăйĕн саккунĕсене çирĕп пурнăçланине кура 269 çул вĕçĕнче Валентина арестленĕ, кĕçех ăна вĕлерме йышăннă. Ĕненÿшĕн шар курнăскере католиксем çветтуйсен шутне кĕртнĕ. Анăç Европăра Çветтуй Валентин кунне XIII ĕмĕрте паллă тума пуçланă. Халĕ пирĕн те пĕр уяв ытларах. Тĕрĕссипе, Раççейре Юратакансен уявĕ малтанах пулнă. Ăна июлĕн 8-мĕшĕнче паллă тунă, вăл Петр тата Феврони юратăвĕпе çыхăннă. Кăçал Валентин кунĕ Хĕвелтухăç календарĕпе Çĕнĕ çул кунĕпе пĕр килет. Эппин, пурне те Тигр çулĕпе те!



12 февраля 2010
00:00
Поделиться