Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывă çын - наци пуянлăхĕ

Ÿт-пÿ, ăс-тăнпа кăмăл-сипет, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен сывă çынсем кăна çĕнĕ ăрăва сывăрах пулма, сиенлĕ йăласенчен хăтăлса пыма вĕрентме пултарĕç, тесе палăртнă Н.Федоров Президент Патшалăх Канашне янă Çырура. Кун пирки район больницинче сахал мар ĕçсем туса ирттеретпĕр пулин те, чирлекенсен йышĕ чакниех сисĕнмест. Районта пурăнакансен сывлăхне тапхăрăн-тапхăрăн тĕрĕслесех тăратпăр. Акă, 2009 çулта ĕçлекен граждансене хушма диспансеризаци ирттернĕ. Çак вăхăтра 491 çынна терапевт, акушер-гинеколог, хирург, невролог, офтальмолог тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ. Юнпа шăка пĕтĕм тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе анализсем тунă. Çынна чирлĕ тесе палăртсан çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăннă. 45 çултан иртнĕ хĕр арăмсемпе арçынсенне рак чирне палăртакан анализ та тунă (онкомаркер). 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсенне кăкăр чирне тупса палăртас енĕпе те тĕрĕсленĕ (маммографи) тата ытти те. Тĕрĕслÿ укçа-тенкĕпе çыхăннă май граждансене хушма диспансеризаци ирттерме федераллă бюджетран района 505,102 пин тенкĕ укçа куçарса панă.

Тĕрĕслÿре 349 çын тĕрлĕ чирсемпе чирленине тупса палăртнă. Вĕсенчен ытларахăшне куç, юн çаврăнăшĕн, шăмă тата ытти чирсемпе аптратни палăрнă. Халиччен чирлеменнисенчен диспансеризаци вăхăтĕнче 135 çынна чирлĕ тесе палăртнă, вĕсенчен 23-шне учета илнĕ.

2010-2012 çулсенче диспансеризацие (2006-2009 çулсенче тухнисемсĕр пуçне) малалла ирттереççĕ. Унсăр пуçне 2010 çулта Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсене, çак вăрçа хутшăнса вилнисен мăшăрĕсене тата «Блокадăри Ленинградра пурăннă» знака илнисене районта тÿлевсĕр диспансеризаци ирттереççĕ. Çÿреймен Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене кăçалхи апрель уйăхĕ пĕтиччен районти тĕп больницăри стационарта вырттарсах тĕрĕслеççĕ. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă май, ку вĕсемшĕн хăйне евĕр парне пулĕ.



16 февраля 2010
00:00
Поделиться