Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Социаллă хÿтлĕх цифрăсем урлă

Районта эффективлă социаллă политика туса ирттерни обществăлла политика лару-тăрăвне лайăхлатма, çĕнетме май парать.

2010 çулхи январĕн 1-мĕш тĕлне районта 7251 çын пенси илет, вĕсенчен 69 вăрçă участникĕ, çав шутра 23 инвалид, 860 тыл ĕçченĕ, 3285 ĕç ветеранĕ, вăрçăра упăшкисене çухатнă 20 тăлăх арăм, вăрçă участникĕсен 231 тăлăх арăмĕ, тĕрлĕ çапăçусене хутшăннă 232 ветеран.

Пур ушкăнри инвалидсен шучĕ - 1814, вĕсенчен ачасем - 98. «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă пулăшу парасси çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2009 çулта пурăнакан хваттершĕн тата коммуналлă тăкаксене тÿлеме 50 процент çăмăллăх парса 9979,6 пин тенкĕ тăкакланă.

«Чăваш Республикинчи ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн ача пособийĕ тÿлеме 12494,2 пин тенкĕ, ача усрава илнĕ 22 ашшĕ-амăшне 41 ачашăн 1144,1 пин тенкĕ, опекунсене социаллă пособи - 3374,9 пин тенкĕ, ача çулталăк çурăна çитиччен ашшĕ-амăшне паракан укçа - 7288,7 пин тенкĕ, ача çуралнăшăн параканнине 116,8 пин тенкĕ уйăрнă.

Ĕçлемен граждансене пытарма 307 пин тенкĕлĕх социаллă пособи уйăрнă. «Ĕç ветеранĕ» ят илме иртнĕ çул 62 çын тивĕçнĕ. Çавăн пекех 6 çын «ЧР ĕç ветеранĕ» пулса тăнă.

Районта «Вăрмарти халăха социаллă пулăшу паракан центр» республикăри патшалăх учрежденийĕ ĕçлет. Унăн тĕллевĕ - ватăсене, ĕçлеме пултарайман граждансене, инвалидсене кулленхи пурнăçра пулăшса пырасси. Уйăхсерен договор йĕркипе 166 ватăсемпе инвалидсене 127 социаллă ĕçчен пăхса тăрать.

Çул çитмен, ашшĕ-амăшĕ çителĕклĕ пăхман ачасене йĕрке пăсасран, вĕсене социаллă, психологи, педагогика е урăх тĕлĕшпе пулăшу кÿрессипе районта «Вăрмарти çул çитмен ачасен социаллă реабилизаци центрĕ ĕçлет».




16 февраля 2010
00:00
Поделиться