Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чун туртнипе

Йывăр шăпаллă кинемей-мучие, тĕрлĕ сăлтава пула ватлăхра пĕччен тăрса юлнă çынсене хÿтĕлес тĕллевпе Вăрмар районĕнчи социаллă тытăм ĕçченĕсем куллен тăрăшаççĕ. Çакă вĕсен тивĕçĕ çеç мар, чун туртăмĕ те. Центрта паянхи куна илсен çĕр çирĕм çичĕ социаллă пулăшу паракан ĕçчен, вĕсем 166 ватă çынна пăхса тăраççĕ. Вĕсем хушшинче инвалидсем те, тыл, ĕç ветеранĕсем те пур. Çак ĕçченсем хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипех туса пыраççĕ.

Аслă ăру çыннисене патшалăх гарантийĕллĕ çăмăллăхсемпе кăна мар, хушма пулăшупа та тивĕçтереççĕ, Урăхла каласан, йăлари пурнăçа çăмăллатма тÿрремĕн хутшăннипе пĕрлех кил-тĕрĕшри ытти ĕçе те туса параççĕ. Апат-çимĕç продукчĕ, эмелсене, сиплевĕн ытти хатĕрне туяннисĕр, коммуналлă тÿлевсем хывнисĕр пуçне хуçалăха тытса пырассине те çăмăллатаççĕ - пахчара, кил-тĕрĕшри ытти ĕçре те пулăшаççĕ. Ватлăх кунĕсенче пĕччен юлнисене чăннипех кансĕр. Çапла вара пирĕн социаллă ĕçченсем вĕсемшĕн тăванран та çывăхрах пулса тăраççĕ.

Çулсем малаллах кармашнă май, пурнăçне тытса пыма вăй-халне çитерейменнипе социаллă тытăм ĕçченĕсем паракан пулăшăва урăх никама та параймĕ. Киле пырса пулăшни ватăсен пурнăçне чылай çăмăллатма май парать. Çавăнпа ĕнтĕ социаллă хÿтлĕх уйрăмĕнче ĕçлекенсем пуринпе те тимлĕ. Çакă ырă ĕç ахальтен иртмĕ. Ваттисен савăнăçĕ, тулли кăмăлĕ, пилĕ пирĕн çине куçĕ.



26 февраля 2010
00:00
Поделиться