Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хÿтĕлевçĕсен ячĕпе юрă-кĕвĕ янăрарĕ

Кăçалхи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ Вăрмарсемшĕн савăнăçлă уяв каçĕпе асра юлĕ. Районти Культура центрне пухăннисене пысăк праçникпе район пуçлăхĕ В.Кириллов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов, республикăри Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пай пуçлăхĕ М.Пуклаков саламларĕç. Пур ăрури çĕршыв хÿтĕлевçисене те хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕç, çамрăксем те аслисен ятне çÿллĕ шайра тытса пырассине шанчĕç. Михаил Анатольевич Вăрмар поселокĕнчи Ф.Ларионовпа А.Евгеньев Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалласа кăларнă юбилей медалĕсем парса чысларĕ. Поселокра вĕсем 20 пулин те, питĕ шел, пурте тухса çÿреймеççĕ.

Ун хыççăн ача-пăчасен ÿнер шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсем пысăк уяв концерчĕ лартса пачĕç.



26 февраля 2010
00:00
Поделиться