Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Палăртнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçламалла

Хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен», «Чăваш Республикинче ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен», «Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене (ялсене) электрификацилессине хăвăртлатасси çинчен» указсене тĕпе хурса çивĕч ыйтусем сÿтсе яврĕç.

Канашлăва район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ. Чи малтанах район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов вĕренÿре, творчествăра, наукăра, спортра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн çамрăк граждансене кашни çулах Президент стипендине пани, ăна вара пирĕн районтан С.Викторов (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул), Р.Боредский (Шупашкарти Олимп резервĕсен училищи) илме тивĕçлĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. Çак ятпа район пуçлăхĕ В.Кириллов пултаруллă та пуçаруллă çамрăксене Хисеп грамотисем парса чысларĕ.

Районти культура учрежденийĕсен 2009 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата 2010 çулта пурнăçламалли тĕп задачăсемпе райадминистрацин культура, спорт тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Г.Петрова тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 43 культура учрежденийĕнчен çирĕмĕшне капиталлă юсав ĕçĕсем тумалла. Юхăнса пĕтнĕ культура вучахĕсенче культурăллă мероприятисем ирттерме çук паллах. Хăшĕ-пĕрисене вара оптимизацилес ыйту та тухса тăрать. Кăçал акă Уйкас, Кивĕ Шулхан ялĕсенче, Энĕшпуç станцийĕнче вырнаçнă клубсене хупас ĕç пырать. Вĕсенче çутă, ăшă çук, юсав ĕçĕсем пурнăçлама укçа-тенкĕ çитсе пымасть.

«Чăваш Республикинче ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен» Указа пурнăçласа Арапуçĕнчи, районти культурăпа кану центрĕсене модернизацилес ĕç анлă пычĕ. Хальхи вăхăтра Чулкасри культура учрежденине çĕнетессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Черетре - Кĕтеснерти тата Мăнçырмари культура çурчĕсем. Районти культура учрежденийĕсенчен улттăшĕ юридици сăпачĕллĕ. Çак ĕç малалла пырать. Çитес вăхăтра Энĕшпуç ял тăрăхĕнче культура çуртне хăпартассипе строительство ĕçĕсем пурнăçлама палăртаççĕ.

Галина Леонидовна çавăн пекех хăш-пĕр ялсенчи библиотекăсем Интернетпа çыхăнайманни çинчен те каларĕ. Çавăн пекех вăл культура учрежденийĕсенче ĕçлеме ятарлă специалистсем ытларах кирлине, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене культура ĕçченĕсен пĕлĕвне ÿстермешкĕн ятарлă курссене пĕлÿ пухма ямаллине каларĕ. Малашлăхра культура учрежденийĕсене автономи учрежденийĕсем çине куçарас ыйту анлăн тăрать.

«Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указа пирĕн районта мĕнлерех пурнăçласа пыни çинчен райадминистрацин строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов тухса калаçрĕ. Çавна май ЧР Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерстви ятарлă конкурс ирттерет. Асăннă конкурса кашни ял тăрăхĕ хутшăнма тивĕç. Иртнĕ çул Чулкас тата Кавал ял тăрăхĕсем конкурса хутшăннă пулнă. Чулкас ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çак конкурса кăçал та ял тăрăхĕсен активлă хутшăнмаллине палăртрĕ Александр Иванович.

«Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене (ялсене) электрификацилессине хăвăртлатасси çинчен» Указа пирĕн районти ял тăрăхĕсем çителĕклĕ шайра пурнăçалса пыманнине те палăртрĕ А.Тихонов. Хальхи вăхăтра çĕнĕ урамсене электрификацилессипе 9 ял тăрăхĕ хутшăнать. Вĕсенчен Чулкас, Энтрияль, Кĕтеснер, Чупай ял тăрăхĕсем кирлĕ документсем хатĕрлеме тытăннă. Çавăнпа та ытти ял тăрăхĕсене ку ĕçе активлăрах хутшăнма каларĕ А.Тихонов.

Çавăн пекех кăçалхи çул çурхи ейĕве пĕр кăлтăксăр ирттерсе ярассипе райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Ю.Ефимов, Вăрмар территорийĕнчи суйлав комиссийĕ çине Вăрмар районĕнчи муниципаллă пĕрлĕхĕн суйлав комиссин полномочине хурасси пирки Вăрмар районĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Кузьмина тухса калаçрĕç.



26 февраля 2010
00:00
Поделиться