Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ йышши аттестат

ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çултан пуçласа çамрăксене тĕп тата пĕтĕмĕшле вăтам (тулли) пĕлÿ илни пирки калакан çĕнĕ йышши документ пама тытăнĕç. Ятарлă хушăва Раççей Вĕрентÿпе наука министрĕ Андрей Фурсенко алă пуснă.

Çĕнĕ аттестатсене суя документсем тума юратакан ултавçăсенчен сыхланас тĕллевпе ятарлă хутран хатĕрлĕç. Çав хут тытăмĕнче хăйне майлă сÿсĕн икĕ тĕсĕ тата «ăслă» реагентсем пулĕç. Аттестатра мĕн çырнине ирĕлтерекен кирек мĕнле шĕвекпе улăштарма хăтлансанах тĕрлĕ тĕслĕ те хитре мар пăнчă «çуралса» сарăлĕ.

Кашни бланкăн 11 символран тăракан хÿтĕлев кочĕ пулĕ. Унăн малтанхи икĕ цифри - регион кочĕ. Аттестатăн «сăн-пичĕ» те улшăнĕ: унăн хуплашки аслă пĕлÿ паракан заведенири диплом пекех хытă пулĕ.



02 марта 2010
00:00
Поделиться