Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнтерÿ уявне хатĕрленсе

ЧР Правительство çурчĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров ертсе пынă, Çĕнтерÿ кунĕ нихăçан кивелми уявсенчен пĕри пулнине, республикăра çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас ĕçе япăх мар йĕркеленипе кăмăллине каланă, республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн çĕнĕ корпусне тăвас ĕç мĕнлерех пынипе кăсăкланнă. Лару ĕçне хутшăннисем видеоконференци мелĕпе Вăрмар районĕн тата Çĕмĕрле хулин пуçлăхĕсемпе В.Кирилловпа, А.Зименковпа çыхăнса калаçнă, çав тăрăхсенчи вăрçăпа тыл ветеранĕсене мĕн пăшăрхантарнине ыйтса пĕлнĕ. Президент Шупашкарта ирттерме палăртнă Çĕнтерÿ парадне мĕнлерех хатĕрленни пирки ыйтса пĕлнĕ. «Парад çулран-çул вăйланса, хăватланса пымалла. Тата çакна аса илетретĕп: эпир Аслă Çĕнтерĕвĕн кашни çулне юбилей пек ирттерме йышăннăччĕ», - пĕтĕмлетнĕ республика ертÿçи.



02 марта 2010
00:00
Поделиться