Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Итлемерĕм аннене...

Тесе калаççĕ чылай чухне ачасем хăйсемпе мĕнле те пулин инкек сиксе тухсан. Кун пекки вара тăтăшах килсе тухать. 14 çул тултарманнисене ытларах йывăр тапхăрти ачасем тесе калама хăнăхнă. Çаплине çапла пулĕ тен, анчах çак хушăра ачасене тимлĕх уйăрмалла маррине пĕлтермест. Ачасемпе çывăхрах пулсан, аслисемпе калаçнă пек шанса калаçсан, ытларах вĕсемпе вăхăта ирттерсен те, çак тапхăр сисĕнмесĕрех иртсе каять. Çак тапхăрта ачасем хăйсене аслисем пек тытма тăрăшаççĕ, çитĕнсе çитнĕ пек туйса пурне те пĕлнĕ пек кăтартасшăн. Лăп та шăп çак вăхăтра вĕсене ашшĕ е амăшĕ, шкулти вĕрентекенсем ăнланни кирлĕ. Кашни ача хăйне евĕрлĕ - кам ытларах чĕрре кĕрет, тепри вĕрентсе каланине чăтма пултараймасть. Çапла вара хăш-пĕр чухне ачасемпе инкексем те килсе тухаççĕ, хăйсене хăйсем сиен кÿрсе больницăсене лекеççĕ. Кайран вара ашшĕпе амăшĕ те, ачисем те ÿкĕнеççĕ, йăнăшĕсене ăнланса илеççĕ. Тепĕр чухне аслисен тимсĕрлĕхне пулах пĕчĕк ачасем те шар кураççĕ. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ чирсемпе аптракансем йышлă. Эмелĕсене вара темлисене те рецептсăрах туянма пулать (врачсем те çырса параççĕ). Вĕсене туяннишĕн нимĕн те калама çук, анчах та кирлĕ-кирлĕ мар эмелсене ачасем çитмелле çĕре хумалла мар. Вĕсен илемлĕ тĕсĕсем те ачасене илĕртеççĕ. Çапла вара пĕчĕкскерсем, аслисем çак эмеле ĕçнине кура, ывăççипех хыпса яраççĕ те наркăмăшланаççĕ. Юрать-ха больницăра çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнса сыватса хăвараççĕ. Инкек куçа курăнса килмест, çавăнпа та пирĕн, аслисен, ачасемпе тимлĕрех пулмалла.




02 марта 2010
00:00
Поделиться