Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кавалти тĕл пулу

Райадминистрацин специалисчĕсем ку хутĕнче Кавал ял тăрăхне çитрĕç. Ĕçлĕ ушкăна райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов ертсе пычĕ. Ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн специалистсем харпăр хăй ыйтăвĕсемпе ĕçлеме тытăнчĕç. Архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Г.Нарсова, документ çаврăнăшĕсемпе интересленсе, кирлĕ сĕнÿсем пачĕ. Çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси секретарĕ, ертсе пыракан специалист-эксперт Н.Борисова ăнăçсăр 3 çемьене çитсе курчĕ, ачасен пурнăç условийĕсемпе паллашрĕ, профилактикăлла калаçусем ирттерчĕ. ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ В.Волкова ял тăрăх администрацийĕнче хуçалăх кĕнекипе интересленчĕ, унта çын çуралнипе вилнисене вăхăтра паллă туса пынипе кăсăкланчĕ.

Районти пенси фончĕн специалисчĕ Е.Виссарионова хăш-пĕр пенсионерсем патне килĕрен çÿресе пенси ыйтăвĕсем çине хуравларĕ тата пенси фондĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.

Райадминистрацин пайĕсен начальникĕсем Н.Павловпа А.Тихонов, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ В.Иванов Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсем патне килĕрен çÿрерĕç. Вĕсене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи çĕнтерÿ 65 çул тултарни» юбилей медалĕсем парса чысларĕç. Самаях çулланнă çынсен куçĕсем шывланчĕç. Хăйсене манманшăн çĕршыв, республика, район руководителĕсене тав турĕç. Специалистсем çавăн пекех культура çуртĕнче, библиотекăра пулчĕç.



02 марта 2010
00:00
Поделиться