Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юрă кайрĕ ян та ян...

Кăçалхи февраль-март уйăхĕсенче иртекен творчество фестивалĕсем ЧР Президенчĕн «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявлама хатĕрленесси тата ăна ирттересси çинчен» тата «Раççей Федерацийĕнче Учитель çулталăкне ирттересси çинчен» Указĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Чи малтанах Кавал ял тăрăхĕнче пуçланнăскер, вăл районĕпех сарăлчĕ - Кивĕ Вăрмар, Шăхаль, Пысăк Енккасси, Чулкас, Тикаш тата ытти ял тăрăхĕсене çитрĕ.

Кĕтеснер. Культура çуртĕнчи çак мероприяти Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн иртнĕ май, чи малтанах залра ларакан арçынсем юрă саламне тивĕçрĕç.

Концерта вара пĕрлештернĕ хор «Шурă çÿçлĕ салтак-ветеран» тата «Победа» юрăсемпе уçрĕ. Унта культура ĕçченĕсемсĕр пуçне ял çыннисемпе вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. 2010-мĕш çула «Вĕрентекенсен çулталăкĕ» тесе каланăран, вĕсем те юрă саламне тивĕçрĕç.

Концертра çемье çавăрнăранпа 10, 20, 30, 40 тата 50 çул çитнисене саламласси йăлана кĕнĕ. Çавăнпа та-и, тен, халăх лăк тулли пухăннă. Çитменнине тата шкул ачисем мĕнле хитре ташлаççĕ-çке. Эçпепери культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те çав тери илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, концерт тÿресене те, куракансене те çав тери килĕшрĕ. Сăмах май, «МРСК-Волги» - «Чăвашэнерго» АУОн районти электричество сечĕсен филиалĕн ĕçченĕсене тав сăмахĕ каласа хăварас кăмăл пур. Тĕлнех, концерт умĕн каçпа 5 сехетре, Культура çуртĕнче çутă пĕтсе ларчĕ. Тÿрех вĕсем патне шăнкăравлама тиврĕ. Ун чухне сменăра О.Дмитриевчĕ. Вăл тăрăшнипе концерт пуçланиччен электричество туса пачĕç. «Çутă хуçисем» васкавлă пулни те концерта килнисен кăмăлне çĕклерĕ.

Л. ЛОМОНОСОВА,

культура çурчĕн директорĕ.

Чулкас. Нумаях пулмасть Чулкасри Культурăпа кану центрĕнче художествăлла пултарулăх коллективĕн смотр-отчечĕ иртрĕ. Çак кун ватти-вĕтти чылайăн пухăнчĕ культура вучахне. Чăваш, вырăс халăхĕсен юрри-ташшисем куракансене тыткăнларĕç. Чăваш эстрадин пулас çăлтăрĕсем те палăрни чуна савăнтарать. Акă Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен В.Александрова илер-ха. Вăл чăваш эстрада юррисене илемлĕн шăрантарчĕ. Унпа пĕрле вĕренекен Денис Максимов юрлама çеç мар, ташлама та пит ăста. Вăл сцена çинче хăйĕн пултарулăхне уççăнах кăтартрĕ. Залра ларакансем те маттур каччăсен пултарулăхне пур кăмăлтан курса савăнчĕç, тăвăллăн алă çупрĕç. Культурăпа кану центрĕн сцени çинче юрăсем шăрантарнипе пĕрлех ташă ушкăнĕсем те халăха тыткăна илчĕç. К.Максимова ертсе пыракан ушкăн тĕрлĕ ташăсем ташласа савăнтарчĕ куракансене. Уйрăмах вара чăваш ташши пурне те килĕшрĕ. Залра ларакансем вĕсене куçран вĕçертесшĕн пулмарĕç, чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç.

Çамрăксемпе пĕрлех аслă ăрурисем те активлă хутшăнчĕç. Сцена çине Клавдия Андреевна Матвеева тухсан ял халăхĕ ăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. «Пирĕн Зыкина» теççĕ ун пирки. Хăйĕн ватлăх çулне пăхмасăрах илемлĕ юрăсем шăрантарма ăста вăл. Кашни уявсене активлă хутшăнать Клавдия Андреевна. Унсăр пуçне районти культурăллă мероприятисенче те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. «Вдовы России» юрра чĕре витĕр шăрантарать вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ унăн çамрăклăхне те пырса тивнĕ.

Çавăн пекех Л.Васильева, А.Сорокина, С.Соколов, И.Иванов шăрантарнă юрăсем куракансен асĕнче юлчĕç. Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакан студентсем культурăпа массăллă мероприятисене хутшăнни те кăмăла çĕклет. Г.Жук, К.Захарова юрату юррисем парнелерĕç. Смотр-отчетра тĕрлĕ жанрсем те пулчĕç. А.Сорокин, И.Андреева çивĕч сюжетлă сценка лартрĕç. Концерт программинче Игнатьевсен çемйи те пысăк ăсталăхпа палăрчĕ. Вĕсем чăн-чăн юрă-ташă ăстисен династийĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Концерт программине Т.Павлова çĕкленÿллĕ кăмăлпа ертсе пычĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан куракансене концерт питĕ килĕшрĕ. Вĕсем малашне те ял халăхне пултарулăхпа савăнтарма ыйтса хăварчĕç.

Н.Владимирова,

библиотека заведующийĕ.

Урнарти концерта йĕркелесе ирттерес ĕçре ялти шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем харсăр пулнă. «Сарнар» халăх фольклор ушкăнне те (ертÿçи В.Гаврилова) куракансем ăшшăн йышăннă.



05 марта 2010
00:00
Поделиться