Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн класс ертÿçи

Учитель - ачасен иккĕмĕш амăшĕ. Шкултан вĕренсе тухсан кашни çын умĕнче тĕрлĕ çул сарăлса выртать. Акă, сăмахран, пирĕн класс ертÿçи Татьяна Алексеевна Иванова 1960 çулта Красноармейски ялĕнче çуралнă. 1976 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Алла аттестат илсен малтан пурнăç çулĕ ăна пĕр хулари электроаппаратура заводне илсе çитернĕ. Пĕлÿшĕн çунакан çамрăк хĕр заводра ĕçленипех килĕшсе ларма пултарайман, 4 çул ĕçленĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет. Диплом илнĕ çамрăк педагога 1985 çулта Тикаш шкулне ĕçлеме яраççĕ. Çавăнтанпа паянхи кунчченех вăл пирĕн шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. 5-мĕш класран пуçласа Татьяна Алексеевна пирĕн класс ертÿçи. Вăл пирĕнпе ĕçленĕшĕн эпир чунтан савăнатпăр. Урок ирттернисĕр пуçне вăл пирĕнпе пĕрле мероприятисене ирттерме вăхăтне те, вăй-халне те шеллемест. Шкулта çеç мар, Шупашкара та час-часах илсе каять вăл пире. Тĕрлĕ музейсенче нумай хутчен пулнă эпир, чăваш спектаклĕсене пăхса савăннă. Ачасемпе Татьяна Алексеевна яланах кăмăллă, вĕсене вăл чунтан юратать.



12 марта 2010
00:00
Поделиться