Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пархатарлă та вăрăм кун-çул

Кам çинчен те пулин «вăл 90 çулта» е «90 çултан та иртнĕ» тенине илтсен çав çынна ăмсанмалли кăна юлать. Ырă кăмăллă, ĕçчен, çынпа тараватлă, сывă пурнăç йĕркине куллен тытса пынипе çирĕп сывлăхлă çын кăна ĕмĕр çулĕсене нумайччен шутлама пултарать.

Мăнçырма ялĕнчи çавăн пек çынсенчен пĕри - вăрçă çулĕсенче тылра вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ, 37 çул ачасене пĕлÿ тĕнчи тăрăх математика çĕршывĕнче çирĕппĕн ертсе çÿренĕ Агафия Петровна Данилова.

Агафия Петровна нумай ачаллă çемьере 1915 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Мăнçырма ялĕнче çуралнă. 7-мĕш ача пулнă вăл 4 хĕр те 4 ывăл çитĕнекен йышра. Ашшĕпе амăшĕ - П.Данилов, В.Иванова - иккĕшĕ те вăл вăхăтри «Çĕнĕ пурнăç» ятлă колхозра ĕçленĕ. Çăмăл пулман 8 ачана ура çине тăратма. Тем пек йывăр пулсан та ачисемшĕн чунне пама хатĕр пулнă ашшĕпе амăшĕ çинчен хурланса, куççульленсе аса илет ватă педагог. Ашшĕ 1948-мĕш çулта, амăшĕ 1950-мĕш çулта ачисене тăлăха хăварнă.

Предмечĕ хăй - математика - çыннăн ăсне-тăнне çавăн пек çирĕплетсе хăварать-ши, тен. Турă панă ăсĕ çав таран, Агафия Петровнăпа калаçса ларнă чухне вăл çулсене, кунсене пĕр шухăшламасăр, тÿрех хуравлани чăннипех те тĕлĕнтерет. 95 çула çитсе пуçламăш хут шкула кайнинчен пуçласа пурнăç çулĕсене паян пулса иртнĕ ĕç çинчен каласа кăтартнă пек аса илсе ларни педагогăн çирĕп ăсне кăтартать те ĕнтĕ.

1924 çулта ялти пуçламăш шкула çÿреме пуçланă. Ăшă сăмахсемпе аса илет Агафия Петровна пĕрремĕш вĕрентекенне - А.Векована.

4 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 2 çул хушши (1928-1930 çулсем) Вăрмарти тулли мар вăтам шкула вĕренме çÿренĕ, 6-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт колхозра ĕçленĕ. 1933 çултан пуçласа 3 çул хушши Шупашкарта рабфакра вĕреннĕ. 1936 çулта Ишлейри вăтам шкулта пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтра туйса илнĕ те Агафия Петровна илнĕ пĕлÿпе лăпланса ларма юраманнине, тата ашшĕпе амăшĕ ачисене пурне те вĕрентес тесе тăрăшнине тÿрре кăларас шухăш та ăна çак çирĕп утăма тума хистенĕ: 1937-мĕш çулта вăл Шупашкарти учительсен институтне математика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1939 çулта алла диплом илсен çамрăк педагога Тăвай районĕнчи Элпуç шкулне математика вĕрентме яраççĕ. Ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿ пама пултарнине, тĕрлĕрен смотрсене, спектакльсене активлă хутшăннине пуçлăхсем часах асăрхаççĕ - Агафия Петровнана Енĕш Нăрвашри шкула куçараççĕ. «Элпуç шкулĕнче ĕçленĕ чухне пĕр класра 49 ачаччĕ. «Тепĕр ача тупăр, вара икĕ класа уйратпăр теççĕ», - аса илет вăл.

1941 çулхи августăн 4-мĕшĕнчен Агафия Петровна Мăнçырмари шкулта (малтан - 7 çул вĕренмелли шкул, кайран - вăтам шкул) ĕçлеме пуçлать, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех - 1970 çулччен - математика вĕрентет.

- Паянхи пекех куç умĕнче, - йывăр асаппа аса илме пуçларĕ Агафия Петровна вăрçă çулĕсене.

- Класра ачасен шучĕ нумай: 35-37. Классенче сивĕ, хутмалли çитмест. Уроксем хыççăн Сăхăтпуç вăрманне шкул валли вутă касма каяттăмăр, лашапа турттараттăмăр. Мĕнле шăнни, асапланни пирки аса илме те хăрушă. Шăхаль вăрманне шкул валли склад тума йывăç касма кайсан урана амантрăм, лашапа тиесе килчĕç киле. Уйăх çутипе тырă вырни, талăкĕпе молотилкăпа авăн çапни, канмалли кун мĕнне пĕлмесĕр кĕлте турттарни, ирпе 7 сехетрен пуçласа тепĕр ирччен молотилкăна кĕлте ярса тăни... - пурте-пурте асĕнче ветеран-педагогăн.

- Кивĕ шкулта ĕçленĕ чухне шкул пахчинче çĕр улми çитĕнтереттĕмĕр. Лашасем вăйсăр пулнипе сухапуçне туртаймастчĕç. Лаша вырăнне хамăр туртни те пулнă. Арçын ĕçĕ, хĕрарăм ĕçĕ тесе уйăрса тăни пулман. Сухапуçне вăл вăхăтра директор пулса ĕçленĕ Ю.Юрьева, пуçламăш классен учителĕ Н.Демидова тытни асран нихçан та тухас çук, - аса илÿ çăмхине малалла сÿтсе Агафия Петровна вăхăт-вăхăтпа шывланнă куçне шăла-шăла илет.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. 1943 çулхи майăн 22-мĕшĕнче Агафия Петровна шкулта çар ĕçĕн никĕсне вĕрентекен Д.Порфирьевпа çемье çавăрнă. Туслă та чунтан килĕштерсе пурăнакан çемьере 2 хĕр те 1 ывăл кун çути курнă. 1945 çулта çуралнă Альбина Даниловна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкарта пир-авăр комбинатĕнче бригадирта ĕçленĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Венера Даниловна, тепĕр 3 çултан çут тĕнчене килнĕскер, Великий Новгород хулинче пĕр предприятире бухгалтерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Револен Данилович 1952 çулта çуралнă. Шупашкарта «Васкавлă пулăшу» уйрăмĕнче ĕçленĕ фельдшерăн амăшне пăхса пурăнма яла куçса килме тивнĕ. Пĕр сăмахсăрах, куçран пăхсах амăшĕпе иккĕшĕ пĕр-пĕрне ăнланма пултарнине асăрхама йывăрах пулмарĕ. Килĕштерсе, ывăлĕпе шăкăл-шăкăл калаçса кун кунлать çывăх вăхăтра 95 çул тултаракан педагог-ветеран Агафия Петровна.

Сывлăхĕ пирки сăмах хускатсан вăл çирĕппĕн çапла каларĕ: - Нимшĕн те ÿпкелешместĕп. Хăлха илтет, тăхăнмаллисене çумалăх, çуллахи вăхăтра пахчара кăштăртатмалăх вăй-хал çитет. Куç кăштах начарланчĕ, нумай вулаймастăп.

Ăс-тăн пирки вара çапла хушса калас килет: пултăрччĕ кашни çамрăкăн çавăн пек тăн.

Вăрçă çулĕсенче тертленни, лăш курмасăр ĕçлени харама кайманшăн хăй кăмăллă пулнине палăртрĕ Агафия Петровна. Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсем Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа янă çырусене пурне те тирпейлĕ упрать вăл. Район, çут ĕç пайĕ (вăл вăхăтра çапла ятлă пулнă) панă грамотăсемпе тав хучĕсем те йĕркеллĕ упранаççĕ. Пурнăçĕнчи чи хаклă тупра вырăнне хурса питĕ тĕплĕн упрать вĕсене тыл тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Агафия Петровна Данилова.

«1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 30, 40, 50, 60 çул тултарнă» юбилей медалĕсем илме тивĕçнĕ вăл.

Пурнех мар пулсан та, Турă нумайăшне патăрччĕ çакăн пек пархатарлă та вăрăм кун-çул.



16 марта 2010
00:00
Поделиться