Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Выльăха чăпăрккапа мар, сĕлĕпе хăваламалла

«Ĕне сĕчĕ - чĕлхи çинче», - тенĕ мĕн авалтан ĕлĕкхи çынсем. Çак каларăш паянхи кун та вăйне çухатман, мĕншĕн тесен халăх хушшинче хăех пулса кайнă. Ĕнесенчен - сĕт, самăртма хупнă выльăх-чĕрлĕхрен аш-какай ытларах туса илес тесен вĕсене рационпа, зоотехника требованийĕсене çирĕп пăхăнса тăрантармалла. Маларахри çулсенче пĕр вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче рацион мĕнне манса кайма пуçланăччĕ, выльăхсем аран-аран хĕл каçни те пулнă. Хальхи вăхăтра вара апла мар, кашни специалистах выльăхсем валли чи малтан рацион хатĕрлеççĕ. Кĕçех çур аки çитсе тăрать. Специалистсем вара ăçта мĕнле курăк е пăрçа йышши пĕрчĕллĕ культурăсене акмаллине тахçанах планласа хунă. Ĕне выльăх валли кăшман, силослăх культурăсем, нумай çул ÿсекен курăксем акса-лартса илмеллине кашни хресченех питĕ лайăх ăнланать. Пахалăхлă утă-улăмсăр ĕне лайăх тапратса пăрулайманни те çĕнĕлĕх мар, пăрушĕсем те начар апатпа сывă та тĕреклĕ çитĕнесшĕнех мар. Апла пулсан апат рационне пур енлĕн те балансласан кăна çителĕклĕ продукци туса илесси çинчен калаçма пулать. Хальхи вăхăтра çÿлте палăртнă тĕслĕхсене пăхăнса ĕçлекен хуçалăхсен чăннипех те тухăçлăхĕ пысăк. Акă, тĕслĕхрен, кăçалхи март уйăхĕ тĕлне районĕпе пур тĕрлĕ хуçалăхсенче 490 тонна аш-какай, 2077,6 тонна сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан аш-какай туса илесси 5,6 процент, сĕт суса илесси 2,7 процент ÿснĕ. Çак ÿсĕм вара выльăх-чĕрлĕхе ытлă-çитлĕ тăрантармасăр, специалистсем çине тăмасăр, выльăх-чĕрлĕхе пăхакан операторсем хăйсен вăйне хумасăр пулман.

Паянхи куна сĕт суса илессипе «Арабоси» агрофирма», «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăсем тата «Шигали» хуçалăх малта пыраççĕ.



16 марта 2010
00:00
Поделиться