Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юбилей медалĕпе чысларĕç

Аслă Чакри библиотекăна вăрçăпа тыл ветеранĕсене Аслă вăрçăра Совет халăхĕпе унăн мухтавлă çарĕ нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медальне пама савăнăçлă лару-тăрура пуçтарнă.

Ветерансен пухăвне уçса ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин чи малтанах РФ Президенчĕн Д.Медведевăн юбилей медалĕ çинчен калакан Указпа паллаштарчĕ. Ун хыççăн М.Ухин кашни ветеран кăкăрĕ çине юбилей медальне çирĕплетсе парса телейпе çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ. Чи малтан юбилей медальне 87 çулхи вăрçă ветеранĕ С.Федоров, Атнаш ялĕнче пурăнакан 84 çулхи Е.Иванов тивĕçнĕ. Иккĕнех юлнă вĕсем. Вăрçăран 120 ытла паттăр таврăннă пулнă. Мĕн тăвас тетĕн, вăрçă суранĕсем хăйĕннех тăваççĕ.

65 çулхи юбилее кĕтсе илеймесĕрех пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса пычĕç. Тыл ветеранĕсем те сахаллансах пыраççĕ. Малтанхи вăхăтра ял совечĕпе 200 яхăн тыл ĕçченĕ «1941-1945 çулсенче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçлĕ пулнă пулсан, халĕ вĕсем 18 кăна юлнă. Вĕсенчен чылайăшĕ тăван килне хупса хĕрĕсем, тăванĕсем патĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ.

Медаль илме савăнăçлă ларăва виççĕн кăна çитме пултарчĕç. Килме пултарайман ватăсене килсерен кайса медальсемпе ял тăрăхĕнчи яваплă çынсем чысларĕç. Савăнăçлă ларура ял тăрăхĕн администрацийĕн çумĕнчи ветерансен Совечĕн председателĕ П.Егоров юбилей медалĕ илнĕ ветерансене саламласа ырлăх-сывлăх, çемьере телей, вăрăм кун-çул сунчĕ, çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулма тивĕçли çинчен чарăнса тăчĕ.

Çавăн пекех ветерансене «Арабоси» Агрофирма» хуçалăх директорĕн çумĕ В.Иванов сăмах илсе вăрçă вăхăтĕнче выçăллă-тутăллă хастар ĕçлесе çĕнтĕрĕве çывхартма пулăшнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. «Сирĕн ĕç чăннипех те мухтава, медале тивĕç»,- терĕ. Унтан вăл ветерансене хуçалăх ĕçĕпе паллаштарчĕ. Малаллахи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Ветерансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вĕсене чысласа çавра сĕтел хатĕрленĕ. Апат-çимĕç çисе, сиплĕ чейпе хăналанса ватăсем чылайччен калаçса ларчĕç. Калаçмалли пĕрин хыççăн тепри тупăнсах пычĕ. Ялсенчи çуртсене газпа ăшăтмалла тунăшăн патшалăх пуçлăхĕсене ырăпа асăнчĕç, пенси укçи ÿснĕшĕн савăнса калаçрĕç.

Çав вăхăтрах газ, электроэнерги, çул укçи тата ытти япаласем хакланнипе пăшăрханчĕç. Пуринчен ытла те канăç паманни - ял хуçалăх арканса пыни. Çамрăксемшĕн ĕç вырăнĕ пĕтни. Ялта ватăсем кăна юлни, кил-çуртсем хупăна-хупăна ларни чуна ыраттарни çинчен калаçрĕç. Чипер йĕркеллĕ пурăнсан Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарасса кĕтсе илме те ĕмĕтленчĕç. Сĕтел хатĕрлесе хăна тунăшăн ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсене тав туса ватăсем килĕсене саланчĕç. Çавăн пекех библиотекăра «Знамя» колхоз председателĕ пулнă С.Галкин çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума ятарласа стенд йĕркеленĕ (С.Галкин ĕçĕ-хĕлĕ пирки эпир хамăр хаçатăн пĕр номерĕнче пĕлтернĕччĕ). Унта юбилярăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан сăн ÿкерчĕксемпе паллашма пулать. Юбиляра асăнма пухăннисем пĕрин хыççăн тепри пĕрле ĕçленĕ вăхăта аса илчĕç. Асăну кунне пынă Семен Иванович Галкин хĕрĕ Нина Семеновна Степанова ашшĕн ятне манманшăн ырă сăмахсем каларĕ.

Пĕчĕк Енккасси ялĕ.




16 марта 2010
00:00
Поделиться