Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кинчерсем ентеше манмаççĕ

Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта кунтан вĕренсе тухнă, Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă Рудольф Петрова асăнса кăçал улттăмĕш хут йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Тупăшăва хамăр районти шкулсенче вĕренекен спортсменсемсĕр пуçне Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен килнĕ çамрăксем, пурĕ 190 çын, хутшăнчĕç.

Ăмăртăва уçнă çĕрте республикăри афганец-ветерансен союзĕн председателĕ И.Кашаев, унпа пĕрле килнĕ правлени членĕ, председатель заместителĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн икĕ хут кавалерĕ, отставкăри полковник А.Осипов, организаци членĕсем - А.Порфирьев, А.Ананьев, Л.Шумилов, С.Игнатьев пулчĕç.

Пухăннисене Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.Боредская, райадминистрацин культура, спорт тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова саламларĕç.

Ăмăрту йĕркипе Н.Изосимов тĕп судья тĕплĕн паллаштарчĕ, ăмăртуçăсене ăнăçу сунчĕ.

Çивĕч кĕрешÿре Чупай, Энĕшпуç, Кĕлкеш шкулĕсенче вĕренекенсем лайăх результатсем кăтартрĕç. Уйрăм спортсменсенчен хăйсен ушкăнĕсенче С.Матвеев (Кĕлкеш), Н.Ленский (Тикаш), А.Линга, В.Токсарев, К.Линга, А.Иванов, Л.Васильев (Чупай), Ю.Николаев (Энĕшпуç) палăрчĕç.

Арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче малти вырăнсене В.Васильева (Кĕлкеш), Г.Васильев (Хĕрлĕçыр), В.Федоров (Кивĕ Вăрмар), С.Данилова (Çĕнĕ Кинчер), Т.Ашмарина (Кавал) çĕнсе илчĕç.



19 марта 2010
00:00
Поделиться