Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял-йыш паттăрсене манмасть

Аннесем пире çуратнă

Ырлăхпа телей курма,

Вĕсемех вăрçа ăсатнă

Вилме мар, герой пулма.

А. АЛКА.

Совет халăхĕпе унăн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсем иртнĕ вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кĕçех 65 çул çитет. Сахал вăхăт мар ку. Анчах вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те, вăрçăн хаяр кунĕсем çынсен асĕнчен нихăçан та тухас çук.

Пирĕн ирĕклĕ пурнăçа пĕтерес тесе нимĕç фашисчĕсем вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ чухне çак кинеми те вăйпитти çамрăк хĕрарăмччĕ. Паянхи пекех лайăх астăвать вăл. Çулла. Çанталăк уяр та лăпкă. Тÿпере пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть. «Хĕрлĕ Кĕтне» колхозра хĕрÿ ĕç вĕрет: хăшĕсем уй-хирте, улăхра тăрăшаççĕ, теприсем пахчасенче тĕрмĕшеççĕ. Пĕри тепринчен лайăхрах ĕçлесшĕн тăрăшать. Савăнать ĕçчен халăх.

Анчах сасартăк хăрушă хыпар персе çитет. Кашнин чĕрине çĕçĕпе чикнĕ евĕрлĕ туйăнать çак кĕтмен çĕртен илтнĕ хыпар. Ирсĕр фашистсем пирĕн юратнă Тăван çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăннă.

Вăрçă!...

Тăван çĕршыв хăрушлăхра, ăна çăлмалла. Вăрçă пуçлансан темиçе кунтанах Хĕрлĕçырта митинг ирттернĕ. Унта хутшăннисем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана çапса аркатма хатĕр тăни, мĕн вăй çитнĕ таран фронта пулăшма пулни çинчен пĕлтернĕ. «Пурте - фронт валли, пурте - тăшмана çĕнтерме!» - çапла тĕллев лартнă колхозниксем.

Колхоз председателĕ Федор Евдокимович Сапаркин та хăй ирĕкĕпех Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме фронта тухса каять. Пиллĕкмĕш уй-хир бригадин бригадирне Григорий Львович Сапаркина та ял-йыш фронта ăсатать. Çапла вара пĕр Хĕрлĕçыр ялĕнчен кăна фронта 220 çын тухса кайнă, вĕсенчен 119-шĕ каялла таврăнайман.

Тăшман малаллах талпăннă, пирĕннисем вĕсен çулне пÿлсех пынă. Çĕршывăн хĕвеланăç енче хаяр çапăçусем кĕрленĕ. Фронтпа тыл хушшинчи çирĕп çыхăнусем салтаксене хавхалантарса тăнă. 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче янă пĕр çырăвĕнче бригадирта ĕçленĕ Г.Сапаркин çапла çырса пĕлтернĕ: «Хаклă колхозниксем! Эпир фронтра тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçатпăр. Хамăрăн Тăван çĕршывăн кашни тăваткал метрĕшĕн кĕрешсе урса кайнă тăшманăн вăйне чакарса пыратпăр. Тăшманăн чеелĕхне вĕренсе çитрĕмĕр. Салтакĕсемпе офицерĕсене пĕтеретпĕр, танкĕсене çунтарса яратпăр. Çапла майпа тăшмана вăйсăрлататпăр. Эпĕ тăшман пульлипе икĕ хутчен суранлантăм пулин те стройран пĕрре те тухмарăм. Колхозниксене уйри ĕçсене вĕçлес, авăн çапас, патшалăх умĕнчи парăмсене чыслăн парса татас, фронта яланах пулăшса пырас ĕçре ăнăçусем сунатăп».

Çак çырупа хавхаланса фронта пулăшас ĕç кунран-кун вăйланса, колхозниксен хастарлăхĕ ÿссе пынă. 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче колхозниксем правительствăна çапла рапортланă:

«Колхозниксем патшалăх умĕнчи обязательствăсене пурнăçлассишĕн пысăк хастарлăхпа ĕçлеççĕ. Паянхи куна çĕр улми, сĕт, çăмарта, çăм, аш-какай памалли плансене пурнăçланă. Хĕрлĕ Çар боецĕсене ăшă тум тир пухса парас ĕçе те колхозниксем активлă хутшăнаççĕ. Салтаксем валли 30 мăшăр çăматă, 1 кĕрĕк, 10 мулаххай, 15 мăшăр ура тăли, 30 мăшăр алсиш, 20 мăшăр нуски, 20 питшăлли тата ыттине те пачĕç.Воскресника хутшăнса колхозниксем «Комсомол Чувашии» бронепоезд тума 3400 тенкĕ укçа пухрĕç. Унсăр пуçне колхозниксем бронепоезд тума икĕ ĕç кунне тивекен тупăша та параççĕ».

Фронтра тăшмана курайманлăх ÿссех пынă. Пурин те пĕр тĕллев пулнă - ирсĕрсене хăвăртрах çапса аркатасси.

Ялта çуралса ÿснĕ Осип Ефимович Хованский пирки Вăрмарти вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Чăваш халăх ăсчахĕ Владимир Михайлович Бурмистров (тăпри çăмăл пултăр, кăçал çĕре кĕчĕ) çапла каласа панăччĕ: «Лайăх астăватăп. Унпа пĕр шкултах вĕреннĕ, часах ăна Совет Çарне илчĕç. Танкист шкулпа çыхăну тытсах тăратчĕ. Анчах та пĕррехинче кĕтмен çĕртен çыхăну татăлчĕ, часах Осип çапăçусенчен пĕринче хыпарсăр çухални çинчен çыру килчĕ. Вăрçă чарăнсан кăна паттăр танкистăн кун-çулĕ пирки тĕплĕнрех пĕлме май килчĕ. 1943 çулта Харьков хули çывăхĕнче ытти танкистсемпе пĕрле Осип Хованский экипажĕ те тăшман ункине лекнĕ пулнă. Юнлă çапăçусем хыççăн танкистсем тăшман ункине татса тухнă. Çакăн хыççăн вăл Курск пĕккинче паттăррăн çапăçнă, çĕнĕрен Харьков хулине ирĕке кăларнă. Малаллахи çул Украина урлă выртнă. Кĕçех Венгри çĕрĕ çинчи çапăçусенче тăшманпа кĕрешме пуçлать вăл. Анчах та паттăр салтак Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймест. Венгри çĕрĕ çинчи Секешфехервар хулишĕн пынă çапăçусенче пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр экипажĕ мина çине кĕрсе кайнипе паттăрсен вилĕмĕпе вилет».

Унăн пиччĕшĕ - Илья Хованский аслă лейтенант - вăрçă вăхăтĕнче Ленинград çар округĕнче çар трибуналĕн членĕ пулнă. Вăрçăран таврăнсан Хусанти çар прокуратуринче, юлашки çулсенче вара Рязань хулинче юристра ĕçленĕ. Вăрçă пуçланнă вăхăтра Николай Яковлевич Сапаркин службăра Кишиневра пулнă. Акă мĕн каласа парать 90 çултан иртнĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

«1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине самолетсем кĕрленĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Унчен те пулмарĕ - танкодрома, аэродрома, Кишинев хулине бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Пирĕн истребитель тăшманăн пĕр самолетне персе антарчĕ. Вăрçă тухнине пĕлтĕмĕр. Офицерсем чаçе таврăнчĕç. 1941 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче хаяр çапăçăва кĕтĕмĕр. Румыни салтакĕсем Прут шывĕ патĕнче тапăнчĕç. Çав кун вĕсене, темиçе çĕр салтака, плена илтĕмĕр. Анчах та пилĕк танк каялла таврăнаймарĕ. Ун хыççăн Бессарабие тухса Котовский хулине нимĕçсенчен хÿтĕлерĕмĕр. Унтан хамăр дивизипе пĕрле Запорожец, Ровенки, Изюм, Барвеноково хулисене фашистсенчен хăтартăмăр. Çакăн хыççăн 21-мĕш танковăй полка 4-мĕш танковăй гварди бригади ятне пачĕç. Мана 1175-мĕш стрелковăй полкри 3-мĕш батальона санитари взвочĕн командирне лартрĕç».

Вăрçăн тумхахлă çулне чăннипех те мухтавлă утса тухнă фронтовик. Унăн кăкăрне вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн панă орденсемпе медальсем илем кÿреççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăйсен пурнăçне шеллемесĕр паттăррăн çапăçнă фронтовиксене орденсемпе медальсем парса наградăланă. Хĕрлĕçыр ялĕнчен пĕр çын Хĕрлĕ Ялав орденĕ, вуннăшĕ Хĕрлĕ Çăлтăр, иккĕшĕ 1 степеньлĕ, пĕр çын II степеньлĕ Мухтав орденĕ, 3 çын III степеньлĕ Мухтав орденĕ, 4 çын I степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденне, 100 ытла фронтовик медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.

Аверьян Тихонович Тихонов гварди сержантăн вăрçăри паттăрлăхне уйрăмах палăртмалла. Вăрçă хирĕнче чул та шăраннă, хурçă та ирĕлнĕ. Чăтма çук йывăр самантсем те сахал мар пулнă. Анчах салтак танкист чăтнă. Тÿснĕ çеç мар, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă.

Вăрçă чарăнсан 1945 çулхи июнь уйăхĕнче Мускавра ирттернĕ Çĕнтерÿ Парадне хутшăнма тивĕçлĕ пулать. Çав парада пур фронтран та чи лайăх салтаксемпе офицерсене хутшăнма приказ панă. 4-мĕш Украина фронтĕнчен Çĕнтерÿ Парадне хутшăнакан пĕрлештернĕ полкра Аверьян Тихонович Тихонов та пулнă. Гварди сержантăн кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, II тата III степеньлĕ Мухтав орденĕсем, «Паттăрлăхшăн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» медальсем ялкăшнă. Алексей Антипович Тимаковăн вăрçăри паттăрлăхне те пысăка хурса хакланă. Ăна III степеньлĕ Мухтав орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Ялти культура çурчĕ умĕнче вăрçăра пуç хунисене лартнă палăк хăрушă вăрçăн хаяр кунĕсене аса илтерет. Палăк çине çырса хунă паттăрсен ячĕсем пирĕн халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕç. Вĕсен вăрçăри паттăрлăхĕпе ял-йыш тивĕçлипе мухтанать. Кашни çулах, майăн 9-мĕшĕнче, митинг ирттереççĕ, паттăрсене асăнса мухтав сăмахĕ калаççĕ, чĕрĕ чечексем хураççĕ. Аслă Çĕнтерĕве тунăранпа 65 çул çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Паянхи кун вăрçăран çĕнтерÿпе сывă таврăннисенчен ялта Яков Федотович Петров, Александр Александрович Александров, Петр Петрович Петров, Михаил Николаевич Николаев пурăнаççĕ. Уявпа саламланă май вĕсене пурне те праçникре пĕрле савăнма, малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.



19 марта 2010
00:00
Поделиться