Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă ята тивĕç

2010 çула Раççейре те, Чăваш Енре те тĕнчери чи сăваплă ĕçе пурнăçлакан çынсене - учительсене - халалланă. Çитĕнекен ăрăва çирĕп ăс-тăнпа тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшакансем, паллах, ырă ята тивĕç. Вĕрентекене унăн пархатарлă ĕçĕшĕн сума сăвас ырă туйăм чĕрере ĕмĕр тăршшĕпех упранать. Çынна вулама-çырма вĕрентес, профессипе специальноç илме пулăшас, пурнăçра ăс парас тесе пĕтĕм чунне парса тăрăшаççĕ вĕсем.

Çак вĕрентекенсенчен пĕри вăл - Шăплат ялĕнче пурăнакан Николай Григорьевич Шмелев. Вăл 37 çул хушши çитĕнекен ăрăва чунтан тăрăшса ăс панипе пĕрлех пĕлÿ тĕнчине çул уçса панă, вĕсемпе чун тĕпĕнчи чи çутă шухăш-ĕмĕте пайланă, çитĕнĕвĕсемшĕн савăннă.

Паян вара çак вĕрентекен тивĕçлĕ канура пулсан та, ялти библиотекăна хăнана чĕнсен кăмăлтанах килĕшрĕ паянхи саманари çамрăк ăрупа курса калаçма .

Вăрçă çулĕсенчи 13 çулхи ача, нумай нуша курни çинчен, çав йывăр вăхăтсене пăхмасăр, вĕрентекенăн профессине алла илет. Вĕрентекен пулса 10 çул хушши Пинерти шкулта вĕрентет, унтан Урнарти шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать. Урнар шкулĕнче пĕрле ĕçлекенсене - М.Кузьмина, В.Краснова, И.Крикова - ырăпа аса илсе каласа пачĕ. Тĕрлĕ ыйтусем çине нумай хурав пачĕ. Кăкăрĕ çинчи тулли медальсем çинчен те ачасем ыйтмасăр юлма пултараймарĕç.

Юлашкинчен ялти библиотека ертÿçи С.Александрова Вĕрентекене кăçалхи Вĕрентекенсен çулталăкĕ ячĕпе саламларĕ. Хăй пурнăçĕнче аслă Раççей тата Чăваш Енĕн пулас гражданĕсене пăхса ÿстерес енĕпе пархатарлă ĕçĕшĕн чĕререн тав турĕ.



26 марта 2010
00:00
Поделиться