Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Предпринимательлĕхе - анлă çул

Район администрацийĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе иртнĕ координациллĕ канашлăва Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин пай начальникĕсемпе специалисчĕсем, районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантаракансем хутшăнчĕç.

Канашлу пуçланиччен «Нива», «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăсем хăйсем туса кăларакан продукципе паллаштарчĕç. Палăртма кăмăллă: вĕсем туса кăларакан продукци пысăк пахалăхпа уйрăлса тăрать. Çакна канашлăва хутшăннисем те ку е вăл апат-çимĕçе тутанса пăхнă май, тулли кăмăлпах çирĕплетрĕç.

Канашлăва Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ, иртнĕ çулхи районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Унтан райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникне Н.Краснована сăмах пачĕ. Надежда Ильинична иртнĕ çулхи районăн социаллă - экономикăлла аталанăвне пĕтĕмлетрĕ, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе юридици сăпатĕнче тăракансем - 105, уйрăм çын предпринимательсем 662 шутланаççĕ. Вĕсенче пурĕ 1918 çын тăрăшса вăй хурать, çакă экономикăн пĕтĕм отраслĕнче ĕçлекенсемпе танлаштарсан 38,2 процент. 2009 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕнче хушма ĕç вырăнĕ 90 йĕркеленĕ. Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцин тиесе янă калăпăшĕ, пулăшу ĕçĕсем кÿресси 2008 çулпа танлаштарсан 2009 çулта 25,4 процент чухлĕ ÿснĕ. Пĕчĕк тата вăтам предприятисенче тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçин виçи 6400 тенкĕпе танлашнă (2008 çулта вăл 5600 тенкĕ пулнă).

Çавăн пекех Н.Краснова районта лайăх ĕçлесе пыракан тата иртнĕ çул уçăлнă çĕнĕ предприятисем пирки те чарăнса тăчĕ.

Вăрмар район прокурорĕн заместителĕ - юстици советникĕ Г.Демьянов хăйĕн калаçăвĕнче 2008 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче тухнă 294 номерлĕ федераллă саккунăн тĕп положенийĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех налук законодательствинчи улшăнусем пирки Чăваш Республикинчи çиччĕмĕш номерлĕ федераллă налук службин районсем хушшинчи инспекцийĕнчи патшалăхăн тĕп налук инспекторĕ Т.Антонова тухса калаçрĕ. Канашлура пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма кредитсем парасси пирки те пычĕ калаçу.

Райпо канашĕн председателĕ К.Никитин «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, малашлăх задачисене палăртрĕ. Константин Владимирович пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантаракансене вырăнти предприятисем туса кăларакан тавара хапăл тума ыйтрĕ.

Юлашкинчен райадминистрацин тĕп специалисчĕ Н.Михайлова потребительсен правине хÿтĕлекен куна ирттернипе, алкоголь рынокне йĕркелесе тăрас енĕпе ĕçлекен федераллă службăн хушăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Н.Михайлована Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕ.



26 марта 2010
00:00
Поделиться