Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Процент виçи чакать

«Россельхозбанк» АУО çĕршыв гражданĕсене çĕнĕрен паракан кредитсен процент виçисене анлăн чакарса каллех савăнтарать. Банк Правленийĕн черетлĕ ларăвĕнче кредитсен пĕтĕм линейки тăрăх процент виçисене палăрмаллах чакарма йышăннă. Сăмах май, процентсем кăçал иккĕмĕш хут пĕчĕкленеççĕ. 2010 çулхи март уйăхĕн 17-мĕшĕнчен тытăнса юридици вăйĕнче тăракансене вăрахлăха тата кĕске вăхăтлăха çĕнĕрен паракан кредитсен, потребительсен кооперацийĕн организацийĕсене, ял хуçалăхĕнчи потребительсен тата кредит кооперативĕсене çĕнĕрен паракан кредитсен процент виçисем чакнă.

Уйрăм çынсене çĕнĕрен паракан нумай кредит тĕлĕшпе те виçесем палăрмаллах пĕчĕкленнĕ. Çав шутра - уйрăм хушма хуçалăх тытакан граждансене паракан кредитсен, «Садовод» кредитăн, «Ялти хушма хуçалăх» программăпа çурт-йĕр тума уйăракан кредитăн, «Пенсионный» кредитăн тата васкавлă ĕçсем валли илекен кредитăн.

Процент виçисене çапла палăрмаллах чакарни граждансене йÿнĕрех укçапа усă курма, çавна май хăйсен пурнăçне лайăхлатма пулăшĕ. Тĕплĕнрех «Россельхозбанк» АУОн пирĕн районти хушма офисĕнчи специалистсенчен ыйтса пĕлме пулать.



30 марта 2010
00:00
Поделиться