Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тавралăх тасалăхĕшĕн

Правительство ларăвĕсенче, ытти пухусенче те Республика Президенчĕ Н.Федоров та ку ыйтăва пĕрре мар çĕкленĕ: пирĕн йăлари каяшсен калăпăшĕ ытла та пысăк, вĕсене тирпейлес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Кун пирки вăл Патшалăх Канашне янă Çырура та паллă тунă: «Пĕтĕмпех пухмалла, тирпейлеме юрăхлине пĕтĕмпех утилизацилемелле», - тенĕччĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăларнă 100-мĕш Указ та экологипех çыхăннă. Çак йышăну вара шăпах каяшсен тавралăха кÿрекен сиенлĕ витĕмне чакарма пулăшать. Управляющи компанисене, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсене, учрежденисемпе организацисене хальхи çÿп-çап контейнерĕсен площадкисене реконструкцилеме, унта тĕрлĕ каяша уйрăммăн пухмалли ятарлă бункерсем вырнаçтарма хушнă. Пластик, хут тата кĕленче валли ятарлă контейнерсем пулĕç. Паллах, асăннă йышши каяшсене уйрăммăн пухни вĕсене тирпейлесе тепĕр хут усă курма май парĕ.

Ку çеç те мар. Президентăн çÿлерех асăннă Указне пурнăçлама ятарлă ĕç ушкăнĕ туса хунăччĕ. Унăн çак кунсенче иртнĕ ларăвĕнче муниципалитетсен каяшсене вырнаçтармалли пĕрлехи объекчĕсене тата çÿп-çапа йышăнса ăсатакан станцийĕсене йĕркелемелли схемăна тишкерсе ырланă. Çак схемăпа килĕшÿллĕн республика территорийĕнче 9-10 база полигонĕ тумалла. Вĕсенчен тăваттăшĕ пур ĕнтĕ (Патăрьел, Красноармейски, Вăрмар, Тăвай районĕсенче), вĕсемпе усă кураççĕ, анлăлатмалла, каяшсене преслассине йĕркелемелле çеç. Районта «Каяшсем» муниципаллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн йăлари хытă каяшсене вырнаçтармалли полигонра ĕçсем туса ирттерме 70000 тенкĕ, ытти çăл куçсенчен 45000 пин тенкĕ уйăрнă.



30 марта 2010
00:00
Поделиться