Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ултав... каллех ултав

«Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 27-мĕш номерĕнче чикан майрисем çынсене улталаса çÿрени çинчен асăрхаттарса пĕр статья тухнăччĕ. Каллех ултав пирки районти шалти ĕçсен пайĕнчен редакцие хыпар çитрĕ.

Çынна ĕненме, шанма хăнăхнăскерсем каллех çав чикан майрисен авăрне çакланаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкарти пĕр суту-илÿ центрĕн сутуçи патне çак çÿлте палăртнă наци çыннисем пынă та хăратсах пăрахнă. Мĕншĕн тетĕр-и; Чикансем пек курăнакансем ытларах юмăç яма юратнипе палăраççĕ-çке, çапла вара хальхинче те вĕсем сутуçăна такам пăснине палăртнă, унăн япалисене тасатмасан хĕрарăмпа инкек килсе тухать имĕш тата ытти те. Тăп-тăр кăнтăрла çак хĕрарăм палламан, пĕрремĕш хут куракан çынсене ылтăн хăлха çаккине, çĕррисене «тасатма» кăларса тыттарнă. Ултавçăсем шанчăклă курăнас тесе-ши - ылтăн япалисене каялла тавăрса пама çирĕппĕнех шантарнă. Шаннă йăвара вара кайăкĕ пулман та, япаласене мĕнле илсе кайнă - çавăн пек çухалнă. Шупашкарти Вокзал çумĕнчи урамри пĕр çуртра пурăнакан 80 çулхи кинемее те палламан икĕ хĕрарăмах «пăснинчен тасатнă». Тасатма вара ытла та хакла ларнă. Кинемейĕнне 25 пин тенкине тата ылтăн япалисене шахвăртнă. Вăррисем тухса кайсанах кинемей хăйне улталанине туйса илнĕ, анчах кая юлнă. Ытлашши пăшăрханса ÿкнине пула кинемине васкавлă пулăшу уйрăмне ăсатнă.

Палламан çынсене шанни тата харпăр хăй асăрханусăр пулни ытла та хакла ларнине çынсем халĕ те чухласа илменни тĕлĕнтерет. Радиопа та, телевиденипе те çак пулăмсем çинчен пĕлтерсе, кăтартсах тăраççĕ, хаçатсенче те тăтăшах çыраççĕ. Палламан, шанчăксăр пек курăнакан çынсене шанмалла мар, мĕншĕн тесен çакă мĕн ĕмĕрĕпе пухнă пурлăхсăр, укçа-тенкĕсĕр тăратса хăварать. Тепĕр чухне калама çук пысăк инкек умне те илсе çитерет. Çавăнпа та чикан майрисене е палламан ытти шанчăксăр пек курăнакансене тĕл пулсан сăмах ан пуçарăр, хваттерсене уçса ан кĕртĕр тата укçа-тенкĕне е ытти пурлăха тĕрлĕ сăлтавсемпе туртса илме тăрăшакансене хăвăр япалăрсене тыттарса ан ярăр. Кун пек çынсемпе тĕл пулма тÿр килчĕ пулсан, тÿрех районти шалти ĕçсен пайне 02 е 2-19-08 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлăр.



30 марта 2010
00:00
Поделиться