Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Лайăх ĕçленĕ», - тесе хакларĕç

Район больницин поликлиникин конференци залĕнче Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин пирĕн районти тата Куславкка тăрăхĕнче пурăнакан членĕсене пĕрлештерсе тăракан пуçламăш организацин конференцийĕ пулса иртрĕ.

Конференци пуçланас умĕн обществăн активлă членĕсем вăхăта усăсăр сая ямарĕç. Тĕнчери лару-тăрупа кăсăкланчĕç. Г.Андреев пухăннă делегатсемпе хăнасене Ванкуверта иртнĕ X Параолимп вăййисен итогĕсемпе паллаштарчĕ.

- Раççей команди пысăк çитĕнÿ турĕ: пурĕ 38 медаль çĕнсе илчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ: инвалидсен, сусăрланнисен пултарулăхĕнчен эпир чăннипех те тĕлĕнетпĕр, вĕсемпе пĕрле савăнатпăр. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ пире татах та активлăрах пулма хавхалантарать, - терĕ Геннадий Михайлович.

Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Гимн та пур иккен. Акă Гимн мăнаçлăн янăраса кайрĕ те пурте ура çине тăчĕç. Ку ĕнтĕ конференци уçăлнине пĕлтерчĕ. Делегатсемпе пухăва хутшăннисем икĕ районпа ĕçлекен Куславккари пуçламăш организацийĕн председателĕ Е.Морева иртнĕ çулхи ĕçсем çинчен тунă доклада тата ревкомиссин отчетне итлесе сÿтсе яврĕç. Конференци пысăк активлăхпа иртрĕ. Пренире пурĕ 10 çын тухса калаçрĕ. Пурте вĕсем бюро ĕçне «лайăх» хак памалла тесе хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. 181 члена пĕрлештерсе тăракан пуçламăш организацин лайăх енĕсем сахал мар пулнă. Куç курманнисен кунĕсене тата ытти тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах ирттернĕ, общество членĕсем вĕсене активлă хутшăннă. Организацире Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем - 7, тыл ĕçченĕсем 7 шутланаççĕ. Халĕ Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесси тата ăна чаплăн паллă тăвасси хальхи вăхăтра умра тăракан тĕп задачăсенчен пĕри пулса тăрать.

Хавхалану хĕлхемне амаланма пухăва ĕçлĕ, яваплă çынсем хутшăнни те самаях пулăшрĕ пулмалла. Конференци ĕçне ВОСăн республикăри правленийĕн председателĕ Ю.Сергеев ертсе пычĕ. Унăн ĕçне Вăрмар тата Куславкка районĕсен социаллă хÿтлĕх пайĕсене ертсе пыракансем - В.Ивановпа В.Арзамасова та хутшăнчĕç. Владимир Федорович Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществи 85 çул, пирĕн республикăри организацийĕ 80 çул тултарнă ятпа обществăн активлă членĕсене Вăрмар район пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Районти тĕп библиотекăра вăй хуракан Э.Демьянова куç курманнисен районти организацийĕпе библиотека тачă çыхăнса ĕçлени, пĕрле тĕрлĕрен мероприятисем тăтăшах йĕркелени, хальхи вăхăтра Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине тивĕçлипе хатĕрленсе ăна çÿллĕ шайра паллă тума палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Конференци ĕçне çавăн пекех Муркаш районĕнчи пуçламăш организацийĕн председателĕ А.Михайлова тата секретарĕ Е.Флегентовна хутшăнчĕç, хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Тунă ĕçсене хак панипе пĕрлех малашнехи тĕллевсене те палăртрĕç, çитменлĕхсене те асăнчĕç. Уйрăмах куç курманнисем валли ятарласа кăларакан «Наша жизнь» журнала ытларах çырăнасса, культурăллă-массăллă ĕçе, общество членĕсене художествăлла пултарулăха, тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссене явăçтарма, вĕсен сывлăхне сиплес, канăвне йĕркелес енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ.

Конференци пуçламăш организацин бюровĕн 2009 çулхи ĕçне лайăх хак пачĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртса йышăнăва çирĕплетрĕ. Юлашкинчен общество членĕсене - юбилярсене хаклă парнесем парса чыс турĕç.



02 апреля 2010
00:00
Поделиться