Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Агропромышленность комплексне аталанма - кредит

Районта çăмăллăхлă кредит парассипе чылай çулсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе ялта пурăнакансем май килнĕ таран çулсерен туллин усă курма тăрăшаççĕ. Юлашки 4 çул хушшинче кредит илессипе палăрмаллах лайăх еннелле туртăннă. Кăçалхи çул пуçланнăранпа 33 хуçалăхран кредит илес тесе заявленисем тăратнă. Хальхи вăхăтра 5690 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ, çав шутра Çĕрпÿ перекет банкĕн районти хушма офисĕнчен 2260 пин тенкĕ, «Россельхозбанкăн» районти хушма офисĕнчен - 4440 пин тенкĕ. Ялта пурăнакансем ытларах ку укçапа ăратлă выльăх-чĕрлĕх, элита вăрлăх, пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх техники тата строительство материалĕсем туянаççĕ. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнетсе юсассипе те сахалах мар ĕçлеççĕ. Агропромышленность комплексне аталанма паракан кредитпа ял çынни туллин усă курма тăрăшать.



06 апреля 2010
00:00
Поделиться