Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кам мĕн тума пултарнă

КИВĔ МĂНТĂР ялĕнчи Д. гражданин каçхине 23 сехетре Н. гражданин килне пырса кĕнĕ. Ятарласа «NOKIA» маркăллă карас телефон вăрланă. Телефонĕ вара шăп çав вăхăтра çак килте пулнă Р. гражданинăн пулнă. Д. гражданин Р. гражданина 12 пинлĕх тăкак кÿнĕ. Çак сăлтава пула çÿлерех асăннă гражданина 4 çул таран айăплама пултараççĕ.

ЯМПАЙ ялĕнчи С. гражданка килĕнче хăйĕн çул çитмен хĕрне çапнă. Çапла ачине ыраттарнă, кĕлеткине сиен кÿнĕ. Хĕр арăма е 40 пин штраф пама, е 6 уйăх тÿрленмелли ĕçсем тума, е 3 уйăхлăх арестлеме пултараççĕ.

КАВАЛ ялĕнчи М. гражданин хăйĕн арăмĕпе, М. гражданкăпа юри вăрçăнса кайнă, темиçе хутчен аллипе те урипе те ăна çапнă, тапнă. Темĕн-тĕрлĕ усал сăмахсем каланă, юлашкинчен хĕр арăма пур пĕрех вĕлеретĕп тесе тутăрпа пăвма пуçланă. М. гражданка упăшкинчен чăннипех хăранă. Арçынна 2 çул ирĕкрен хăтармалли айăплав кĕтет.

КИВĔ ВĂРМАРТА С. гражданин хăйпе пĕрле пурăнакан П. гражданкăна алăпа, урапа çапса-тапса пĕтернĕ, сулахай енчи аяк пĕрчисене хуçнă. Çакăншăн арçынна е 3-6 уйăхлăха, е 3 çул таранччен арестлеме пултараççĕ.

ÇĔНĔ КИНЧЕРТИ М. тата Ф. гражданинсем ялти культура çурчĕ çывăхĕнче сăлтав çук çĕртен И. тата К. гражданинсемпе юри вăрçăнса кайнă, çапса пĕтернĕ. Ыраттарнăшăн, кĕлеткене сиен кÿнĕшĕн е 6 уйăх таран тÿрленмелли ĕçсем кĕтеççĕ, е 3 уйăхран пуçласа арестлеме пултараççĕ.

ÇĔНĔ КАВАЛТИ О. гражданин хăйĕн арăмне, В. гражданкăна, тăтăшах темиçе кун хушши хăйĕн килĕнчех хĕненĕ, асаплантарнă. Темиçе хутчен алăпа çапнă, пуçĕнчен урапа тапнă. Хĕрарăмăн пит-куçне, аллисене кăвакартса пĕтернĕ. Çакăн пек хăтланнăшăн О. гражданина 3 çул таранччен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.



09 апреля 2010
00:00
Поделиться