Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шашка турнирĕ

Райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ шкулта вĕренекенсем хушшинче «Тĕлĕнтермĕш шашка» турнир ирттерчĕ. Унăн тĕллевĕ - шашка спортне аталантарасси, спортри ăсталăха ÿстересси, пултаруллă çамрăк шашистсене тупса палăртасси.

Турнира ачасен районти Пултарулăх çурчĕ йĕркелерĕ. Унта шкулти турнирта çĕнтернĕ, 1996 çулта çуралнă тата унтан та кĕçĕнрех ачасем хутшăнчĕç. Командăра икĕ арçын ача тата пĕр хĕр ача.

- Турнир активлă иртрĕ. Ăмăртăва пурĕ 14 команда, 42 ача хутшăнчĕ, - каласа парать ачасен районти Пултарулăх çурчĕн директорĕ Людмила Ивановна Николаева. Çивĕч крешÿре малти вырăнсене пĕрремĕш шашка хăми çинче Д.Иванов (Шăхаль, 7 кл.), иккĕмĕш çинче Н.Краснов (Кавал, 6 кл.) çĕнсе илчĕç. Хĕр ачасенчен чи пултарулли Т.Кудрявцева (Мăнçырма, 7 кл.) пулчĕ.

Шкулсенчен килнĕ командăсенчен малти вырăнсене çаксем çĕнсе илчĕç: пĕрремĕш - Кавал, иккĕмĕш - Мăнçырма, виççĕмĕш - Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкул командисем.

Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе наградăларĕç.



09 апреля 2010
00:00
Поделиться