Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял инфратытăмне çĕнетес ĕç пырать

Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене (ялсене) васкавлăн электрификацилесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районти ялсен çĕнĕ урамĕсене электрификацилессипе ĕçсем пурнăçлама тытăннă.

Ял хунаса пыни, паллах, ырă пулăм. Куншăн савăнмалла кăна. Хальхи вăхăтра электричествăсăр нимĕн те тăваймăн. Ялти кашни килте тенĕ пекех вуннăран кая мар лампочка, çавăн чухлех - электроприбор, пылесос, телевизор, холодильник, миксер, микроволновка... Компьютерсем те йышлансах пыраççĕ. Тепĕр майлă каласан, наукăпа техника прогресĕ аталансах пырать.

Урамсене электрификацилесси пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Тимĕр-бетон юпасем лартма, 400 вольта е 10 киловольта чăтакан пралук карма, трансформатор тупса вырнаçтарма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. «Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене (ялсене) васкавлăн электрификацилесси çинчен» Указ вара çак ĕçсене пурнăçлама майсем туса парать. Çак Указпа килĕшÿллĕн кăçал Чупайĕнчи Школьная, Патти ялĕсенчи Молодежная урамсене электрификацилес ĕçе пуçăнмалла. 1200 метр тăршшĕ электричество пралукĕ туртмалла, юпасем лартса тухмалла тата 2 трансформатор вырнаçтармалла. Пурĕ виçĕ миллион тенке яхăн ĕç пурнăçламалла. Проектпа смета документацийĕсене пĕтĕмпех хатĕрленĕ.

«Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указа пурнăçласа кăçал ЧР Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерстви конкурс ирттернĕ. Унта Кĕтеснер, Кĕлкеш тата Чупай ял тăрăхĕсем хутшăннă. Çак конкурсра пирĕн Чупай ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Асăннă Указпа килĕшÿллĕн çитес вăхăтра Культура çуртне, шкула тата фельдшерпа акушер пунктне çĕнетме палăртатпăр. Çак ĕçсене пурнăçлама 5 миллион тенке яхăн проектпа смета документацисем хатĕрленĕ.



09 апреля 2010
00:00
Поделиться