Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шупашкартан - çĕнтерÿпе

Çак кунсенче Кĕлкешри Н.А.Афанасьев ячĕллĕ тĕп шкул ачисем Шупашкартан пысăк çĕнтерÿпе таврăнчĕç. Çулсерен иртекен «Музей тата ачасем» акцие вĕсем яланхи пекех тĕплĕн те нумай енлĕ хатĕрленчĕç. Çавăнпа та ĕнтĕ çак шкулти Н.А.Афанасьев музейĕ çумĕнчи ачасен «Тăван ен» пĕрлешĕвĕн экскурсовочĕсем районта мала тухса хамăр район чысне республикăра хÿтĕлеме тивĕçлĕ пулчĕç.

«Музей тата ачасем» акцин финалĕ Шупашкарти Çар мухтавĕн музейĕнче кунĕпех, мĕн каç пуличченех, иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалларĕç. Малтанхи тапхăрĕн результачĕсем тăрăх унта республикăри 15 шкул активисчĕсене чĕнсе илнĕ. Вĕсен хушшинче ятарлă икĕ конкурс иртрĕ. Пĕри «Электронные персонали» конкурс пулчĕ. Унта çамрăк экскурсоводсем харпăр-хăй ялĕнчи вăрçă ветеранĕсемпе 7 минут хушшинче паллаштарчĕç. Мĕн чухлĕ ветеран куç умĕнче, мĕн чухлĕ шăпа! Мĕн чухлĕ асап, куççуль! Тĕлĕнмелле, чуна хумхантармалла иртрĕ конкурс. Кĕлкеш шкулĕн çамрăк экскурсовочĕсене çитекенни пулмарĕ тесен те тĕрĕс. Света Даниловапа Анжелика Кузьмина (8 класс ачисем) 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç, дипломсене, асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.

Тепĕр конкурсĕ «Çамрăк экскурсовод» пулчĕ. 10 минут хушши ачасен вăрçă темипе музейра хатĕрленĕ стендсен тăрăх калаçу ирттермелле пулчĕ. Çăмăл пулмарĕ ĕçĕ. Çапах ачасене шкулта халиччен хăйсем нумай экскурси хатĕрлесе ирттерни часах тавçăрса илме пулăшрĕ. Çапла вара пирĕн маттур хĕрсем Ольга Григорьева, Марина Хохлова (8 класс ачисем) 2-мĕш вырăна тухса дипломлă тата хаклă парнеллĕ пулчĕç.

Йĕркелÿ комитечĕ тата жюри членĕсем çак çĕнтерÿсенче музей руководителĕн тÿпи пысăккине палăртса ачасене ертсе пыракан Светлана Васильевна Романова учительницăна дипломпа чысланă.

Сăмах май каласан, нумаях пулмасть «Тăван ен» активисчĕ Света Данилова республикăра çулсерен иртекен тăван ен культурин «Асамат» олимпиадăн районти тапхăрĕнче 1-мĕш вырăна тухрĕ. Халĕ район чысне Шупашкарта хÿтĕлеме хатĕрленет. Ăнăçусем сунар ăна!




13 апреля 2010
00:00
Поделиться