Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Учитель çинчен

Эллада Ивановна Николаева - Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен. Унăн ĕç стажĕ - 17 çул. Çак шкулта пысăк квалификациллĕ, пултаруллă учительсем ĕçлеççĕ. Кун пек коллективран тĕслĕх илмелли нумай, Эллада Ивановна та чылай çĕнни тупать кунта.

Учитель пулас шухăш çамрăк хĕрĕн Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех çуралнă. Хăйĕн юратнă вĕрентекенĕсем пек пулас тесе вăл малтан Канашри педагогика училищине лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ педагогика тата пуçламăш пĕлÿ факультетĕнче ăс пухнă. Хăйĕн ĕç стажне 1992 çулта Çĕнĕ Вĕренерти пуçламăш шкулта пуçланă, 15 çул ĕçленĕ пĕр вырăнта. Э.Николаева педагогика пултарулăхне çулран-çул пуянлатса пырать. Акă, кăçалхи 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче вăл шкул тата район шайĕнче 5 уçă урок тата мастер-класс ирттернĕ, республика шайĕнче иртекен форумсене, семинарсене, конкурссене хутшăнать. «Чĕрене ачасене паратăп - 2008», «Вулакан çемье - 2008», нумай пулмасть кăна иртнĕ «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен-2010» конкурссен лауреачĕ. «Хушма пĕлÿ - 2008» автор программине хÿтĕлесе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ачасен тавра курăмне анлăлатас тĕллевпе тĕрлĕ тематикăлла электронлă слайдсем хатĕрлет, пур ĕçре те ĕлкĕрекен учительница. Çавăн пекех районти кĕçĕн классене вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн руководителĕ те Э.Николаеван вĕренекенĕсем районта та, республикăра та призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Çыхассипе, эрешсемпе, тăмран япаласем ăсталассипе интересленет çамрăк учитель. Спортпа та туслă вăл. Районта çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупассипе иртекен ăмăртусене активлă хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Юлашки 3 çулта - 5 призлă вырăн. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вăл шкула тин çÿреме пуçланă пĕрремĕш класс ачисене вĕрентет. «Ачасем мана куçран пăхса лараççĕ, кашни сăмахăма ĕненеççĕ, шанаççĕ. Çапла хăйсем патне туртсах, илĕртсех тăраççĕ. Хам енчен тухакан пĕтĕм ăшша парас килет манăн пĕчĕкскерсене. Пĕлÿ тĕнчине асамлăрах кăтартас килет вĕсене», - тет Эллада Ивановна. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те учитель ĕçĕпе кăмăллă. Каникул вăхăтĕнче те уйрăлас килмест иккен ачасен юратнă вĕрентекенĕнчен. Учителе кунран ытла мĕн кирлĕ пултăр!

Телейлĕ çемьере мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ хĕр - Аленăпа Виктория - çитĕнтереççĕ. Çемьере те, ĕçре те ăнăçу кăна пултăр.



13 апреля 2010
00:00
Поделиться