Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял хуçалăх ĕçченĕсене хавхалантармалла

Профсоюз организацийĕсен тĕп тĕллевĕ - работниксен интересĕсене хÿтĕлесси, ĕç условийĕсене лайăхлатасси. Çак тĕллевпе райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕнче апрелĕн 12-мĕшĕнче АПК работникĕсен Вăрмар районĕнчи профсоюз комитечĕн конференцийĕ пулнă. Унта районти профсоюз комитечĕн председателĕ Н.Васильев, район пуçлăхĕн заместителĕ Л.Петров, АПК ĕçченĕсен Чăваш Енри профсоюз комитечĕн председателĕ А.Смирнов тата районти ял хуçалăх предприятийĕсен профсоюз комитечĕсен председателĕсем хутшăннă.

Пурĕ пирĕн районти профсоюз комитетĕнче 588 член. Малтанах Николай Васильевич 2009 çулхи ĕçсемпе паллаштарчĕ, конференцие те вăлах ертсе пычĕ. Л.Петров каланинчен: «Çурхи ака вăхăтĕнче çурхи культурăсене 9 пин те 707 гектар çинче акса хăвармалла, 923 гектар çĕр улми лартмалла. Пĕтĕмĕшле районти ял хуçалăх предприятийĕсене топливопа, вăрлăхпа тивĕçтернĕ, ака-суха вăхăчĕ валли 1400 тонна удобрени хатĕрленĕ. Ку ĕç малалла пырать. Кăçал пирĕн районта июнь вĕçĕнче республика шайĕнче иртекен «Уй кунĕ» пулать. Унта пурĕ 150-200 çĕнĕ тĕрлĕ ял хуçалăх техники пулмалла. Районти «Арабоси» Агрофирма, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики», «Шигали» хуçалăх, «Ресурсы» агрофирма (Хăмла йышăнакан пункт), «В.Павлов», «Г.Ямуков», «В.Иванов» тата ытти хресчен (фермер) хуçалăхĕсем лайăх ĕçлеççĕ, апла пулсан ял хуçалăхĕ аталанать». Çавăн пекех «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин работникĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ Г.Петров сăмах каланă. Профсоюз ĕçĕнче 16 çул ĕнтĕ вăл. Кивĕ Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрики нумай çул хушши Горьки чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн профсоюз организацине кĕнĕ пулнă. Халĕ вара АПК работникĕсен районти профсоюз комитетĕнче. Уйрăмлăхсем пур. Коллективлă договор йышăннă чухне те малтан юристсем йăлтах пăхса тухаççĕ. «Ман шутпа, çирĕпрех ыйтмалла. Хуçалăхра çавăн пекех ĕçре тухакан тавлашусене татса паракан комисси те ĕçлет. Çур акине тухма 100 тонна топливо хатĕрленĕ, вăрлăха кондициленĕ. Пирĕн тĕп ĕç - выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп çитĕнтересси. Çавăнпа çĕр ĕçĕнче ытларах çакăн çине тимлĕх уйăратпăр», - терĕ вăл. А.Смирнов та, пирĕн патĕнче час-часах пулаканскер, Вăрмар тăрăхĕ çинчен ырăпа асăнчĕ: «Кунта халăх ĕçлет, Н.Васильевпа 10 çула яхăн пĕрле ĕçлетпĕр. Хăмла туса илессине малтанхи пекех вăйлатмалла. Кашни хуçалăхрах ĕçре тухакан тавлашусене татса паракан комисси пулмалла. Ĕç кодексĕнче çакăн çинчен калакан ятарлă статья та пур.

Чи малтанах ĕç çыннине хÿтĕлемелле. Коллективлă договора тĕрĕс йышăнмалла, йышăннă пулсан пĕтĕм пунктне пурнăçламалла. Вăрмар районĕ ял хуçалăхĕсенче вăй хуракансем вăтам ĕç укçине илессипе республикăра малтисен шутĕнче. Çавăн пекех профсоюз урлă ачасене канма каймалли путевкăсем илсе памалла. Профсоюз членĕсене çавăн пекех хавхалантарма та пĕлмелле, ĕçлеме ыйтиччен малтан ĕç условийĕсене лайăхлатмалла. Ман шутпа, экономика ăмăртăвĕсене çĕнĕрен пуçламалла, чи пултаруллисене Хисеп хăми çине кĕртмелле. Хăвăр хушăра татса парайман ыйтусем сиксе тухсан телефонпа пирĕн патне шăнкăравлăр. Ĕçре епле те пулин инкек сиксе тухсассăн та пĕлтермелле. Ытти профсоюз организацийĕсен пурнăçне пĕлсе тăма, хăвăрăн интерессене хÿтĕлеме профсоюз хаçачĕсене çырăнса илмелле. Чăвашра, тĕслĕхрен, «Республика» ятлă хаçат тухса тăрать».



16 апреля 2010
00:00
Поделиться