Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăрушă, каварлă чир

Мĕн вăл туберкулез?

Туберкулез чирĕ - вăрттăн аталанакан, ерекен чир. Пурнăç условийĕсем начарланса пынипе юлашки вăхăтра туберкулез чирĕ анлă сарăлчĕ. Çавăнпа та унран сыхланассишĕн кашни çыннăн тăрăшмалла.

Туберкулез пуçарса яракан микробсем организма ытларах чухне сывлăш урлă кĕреççĕ, юна лексе пĕтĕм организмра саланаççĕ. Çапах та çак микробсен юратнă органĕ пур, ÿпкере тĕпленсе ларса, ÿпке туберкулезĕ пуçлаççĕ.

Туберкулез чирĕ пуçлансанах ÿпкере пĕчĕк кăна шыçă (5-6 уйăх хушши) аталанма пуçлать. Çын хăй туберкулезпа чирлине пĕлмест те, мĕншĕн тесен хăйне начар мар туять. Çак вăхăтра чире тупса палăртмасан, ÿпке шăтать те, чире ертекен микробсем сывлăш çулĕпе, юнпа пĕрле ÿпкене икĕ енчен те пĕтĕмпех суранлатаççĕ е ытти органсем патне çитсе вĕсене те сиен кÿме пултараççĕ. Çакăн пек шала кайнă туберкулезпа чирлекен çыннăн температури 380 С çити хăпарать, вăй пĕтет, апат анми пулать. Ытларах чухне чирлĕ çын ураран ÿкмесĕр те больницăна пымасть. Темиçе тĕлтен шăтнă ÿпкене сыватма çав тери йывăр, тата вăхăчĕ те нумай кирлĕ.

Чире чи малтанхи тапхăрта тупса палăртсан та, унран 6-8 уйăх сывалмалла. Шала кайнă туберкулезран сывалма 12-16 уйăх кирлĕ.

Çын хăй чирлине кая юлса туйса илет. Ÿпкесем икĕ енчен те туберкулез шыççипе суранланса пĕтмесĕр те чир палăрмасть.

Çак чир шучĕ çулсерен ÿссе пырать, унпа ытларах чухне (85-90 процент) арçынсем чирлеççĕ.

Флюорографи пĕлтерĕшĕ

Туберкулезпа чирлине вăхăтра пĕлмелли чи шанчăклă меслет вăл - флюорографи, мĕншĕн тесен ÿпкере пĕчĕк (2-10 мм) улшăнусем пулсан та вĕсем пленка çинче курăнаççĕ. Улшăнусене палăртнă хыççăн тарăнрах тĕпчесен чир сăлтавĕсене тупма май пур.

Флюорографи меслечĕ туберкулез чирне анчах мар, унсăр пуçне шыçă, пневмони, плеврит, шăмă, чĕре чирĕсене тупма май парать.

Юлташсем! Хăвăр сывлăхпа тимлĕ пулăр. Ялти медработниксемпе санитари активисчĕсем пĕрре каланипех флюорографи тухăр. Хăвăр килте пурăнакансене, тăвансене, юлташсене, кÿршĕсене флюорографи тумалли çинчен пĕлтерме ан манăр.

Уйрăмах тухтăрсем патĕнче тĕрлĕ чир-чĕрпе учетра тăракансен, эрех ĕçсе хавшанă çынсен, урăх регионсене ĕçлеме çÿрекенсен, табак туртакансен, 40 çултан иртнисен апат-çимĕçпе, ачасемпе çыхăннă ĕçре ĕçлекенсен хăйсен сывлăхне тĕрĕслемелле. Вăрмарти тĕп больницăра сахал рентген дозăпа ĕçлекен флюороаппарат пур. Çак аппаратпа ÿкерни организмшăн сиенсĕр, çав вăхăтрах ÿпкери пĕчĕк кăлтăксене те тупса палăртать.

Ачасене çак инкекрен сыхлар

Пирĕн район республикăра туберкулез чирĕ анлă сарăлнисен шутне кĕрет, çавăнпа та ÿссе пыракан ăрăва çак чиртен сыхласси кашниншĕн пысăк тĕллев пулса тăрать.

Пурте пĕлетпĕр, туберкулез - ерекен чир. Ачасене вăл çитĕннисенчен ерет. Кашни çул ачасене Манту лартса организмра (ăшра) туберкулез инфекцийĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Туберкулин растворне хулран яраççĕ, виçĕ талăкран çак вырăна тĕрĕслеççĕ. Ăна йĕпетме юрамасть. Çак вырăн виçĕ кунтан шыçать пулсан, организмра туберкулез ертекен микробсем пур.

Манту реакцине пăхнă хыççăн медицина работникĕсем ачасене фтизиатр патне илсе кайма хушаççĕ пулсан, вăхăта вăраха ямасăр вĕсен сывлăхне врач патĕнче тĕрĕслеттерĕр, ача сывлăхĕ ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Эмелсене хушнă пек ĕçмелле. Вăхăтра сипленни малашне туберкулезпа чирлессинчен сыхлать.

Маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, ачасене туберкулез çитĕннисенчен ерет. Çавăнпа та медицина ĕçченĕсемшĕн çитĕннисем хушшинче туберкулез чирне вăхăтра тупса сыватасси вĕсене туберкулезран сыхламалли пĕрремĕш тивĕç пулса тăрать.

Раççей Федерацийĕн туберкулеза хирĕç кĕрешмелли саккунĕпе килĕшÿллĕн 15 çултан иртнĕ, хĕрĕхе çитмен сывă çынсен икĕ çулта пĕрре тĕрлĕ чирсемпе чирлĕ çынсен, врач патĕнче учетра тăракансен çулталăкне пĕр хутчен флюорографи витĕр тухмалла. Флюорографи тухни кăна туберкулез чирне маларах шала кайиччен тупса палăртма май парать. Çапла майпа асăннă чиртен вăхăтра сывалма май пулать.



20 апреля 2010
00:00
Поделиться