Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă ĕçсен эрни

«Ырă ĕçсем урлă - тĕнче культури патне!» Çакăн пек девизпа апрелĕн 17-24-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче Пĕтĕм Раççейри «Çуркуннехи ырăлăх эрни» иртет.

Çынсем хăйсен ирĕкĕпе хутшăннипе йĕркелекен çак эрнене 1997 çултанпа ирттереççĕ. Тĕллев - тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене çуркуннехи социаллă пĕлтерĕшлĕ мероприятисене явăçтарасси, çавăн пекех Раççейре çынсем хăйсен ирĕкĕпе йĕркелекен ĕç-хĕле йĕркелÿпе право тĕлĕшĕнчен пулăшас енĕпе тимлĕ пуласси.

Ырă ĕçсен эрнине Чăваш Ен Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, республикăри çамрăксен асăннă енĕпе ĕçлекен пĕрлĕхĕ йĕркелеççĕ. Çак акци тапхăрĕнче республикăри пин-пин çын, çамрăксен ирĕклĕ отрячĕсем нумай-нумай ырă ĕç тăвĕç, социаллă проектсемпе пуçарусене пурнăçа кĕртĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине уявлама хатĕрленес тĕлĕшпе пушшех тимлĕ пулма палăртнă: вăрçă ветеранĕсене тĕрлĕ енĕпе пулăшасси, шырав ĕçне пурнăçласси, палăксемпе салтаксен вил тăприсене тирпейлесси, шкул музейĕсем тăвасси.

Унсăр пуçне «хĕрÿ линин» 37-00-05 телефонĕпе кашниех пулăшу ыйтма е, пачах тепĕр майлă, пулăшу сĕнме пултарать.



20 апреля 2010
00:00
Поделиться