Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Библи чăвашла «калаçать»

Апрелĕн 22-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Библие тăван чĕлхене куçарнине халалласа презентаци пулчĕ. Çакăн йышши пысăк ĕçе тĕнчери пур халăх та пурнăçлайман-ха. Раççейре Библие тăван чĕлхепе куçарассипе эпир - иккĕмĕш (вырăссем хыççăн).

Презентацие халăх йышлă пухăнчĕ.Залра чиркÿ çыннисенчен пуçласа студентсем таранах пухăннă. Президиумра - Чăваш Ен епархийĕн митрополичĕ Варнава, ЧР Культура министрĕ Р.Лизакова, Улан-Удэ - Буряти епархийĕн епископĕ Савватий, Раççей Библи обществин президенчĕ Александр протоиерей (Борисов), Раççей Библи обществин Санкт-Петербургри уйрăмĕн координаторĕ тата проектсен куçаруçи А.Столяров, Çĕнĕ Шупашкарти Владимир кнеç чиркĕвĕн ертÿçи Илия протоиерей (Карлинов), Библи куçаруçи Е.Лисина пулчĕç.

Савăнăçлă ларăва Варнава митрополит уçрĕ. Пиллĕх парса сывлăх суннă хыççăн Библие куçарас ĕçре тăрăшакансене, Ева Николаевнана пысăк та пархатарлă ĕçшĕн палăртса тав турĕ. Владыка Библин малтанхи экземплярне Чăваш Енĕн пĕрремĕш епископĕ пулнă Савватие парнелерĕ. Çавăн пекех Библие куçарас çĕрте тăрăшнă ытти çынсене те тивĕçлипе чысларĕç.

ЧР Культура министрĕ Р.Лизакова Чăваш Ен Президенчĕн Н.Федоровăн салам çырăвне вуласа пачĕ, унтан Е.Лисинана «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕ пачĕ. Варнава митрополитпа Александр протоиерее ЧР Президенчĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ. ЧР Культура министрĕн Хисеп грамотине вара Раççейри Библи обществин Санкт-Петербургри уйрăмĕ тивĕçрĕ.

19 çула пынă куçару ĕçне хакласа пурте чуна тыткăнлакан сăмахсем тухса каларĕç. Ева Николаевна вара çак ĕçре пулăшнисене, унпа пĕрле еплерех йывăрлăхсем витĕр тухса паянхи кун çак чăвашла куçарнă Библие алла тытма пултарни пирки калани вара залра ларакансене хумхантарса ячĕ, пурте тăвăллăн алă çупрĕç.

Çак савăнăçлă саманта пирĕн районти Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев ертсе пыракан делегаци те хутшăнчĕ.



27 апреля 2010
00:00
Поделиться